Комментари хушас

1 Çĕртме, 2019

Пĕрремĕш канал Чӑваш Енри ачасен ĕмĕчĕсене пурнӑҫларĕ

Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре Пĕрремĕш канал ирттерекен "Пĕрремĕш пул" акцие савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрĕҫ. Аса илтеретпĕр, тĕп хуламӑра "ҫӑлтӑрсен" десанчĕ - паллӑ телеертӳҫĕсем, актерсем, продюсерсем, спортсменсем - килсе ҫитнĕ.

17 хут иртекен ыркӑмӑллӑх акцине ЧР Пуҫлӑхĕ Михаил Игнатьев, РФ Президенчĕн федерацин Атӑлҫи тӑрӑхĕнчи полпречĕн ҫумĕ Олег Машковцев, Пĕрремĕш каналӑн генеральнӑй директорĕн советникĕ Александр Ильин уҫрĕҫ, пурне те Пĕтĕм тĕнчери ачасен кунĕ ячĕпе саламларĕҫ. Константин Эрнст ятĕнчен Леонид Якубович телеертӳҫĕ акцие старт пачĕ.

Уявра парнесемсĕр мĕнле? Пĕрремĕш канал Чӑваш Ене пушӑ алӑсӑр килмен. Владимир Вишневский поэт Шупашкар хулине халалланӑ сӑвва вуларĕ. Ачасен ĕмĕчĕсем пурнӑҫа кĕчĕҫ: 12-ри Владимир Владимиров "Асамлӑ уй" телешоуна кайса курма сертификата тивĕҫрĕ. Юрлама юратакан Анастасия Филимонова Владимир Левкинпа пĕрле пĕр сцена ҫинче юрӑ шӑрантарчĕ. 8 ҫулти Артем Судукова Артем Дзюба футболист алӑ пуснӑ мечĕке тыттарчĕҫ, спортсмен видео урлӑ салам та янӑ. Пĕрремĕш канал Шупашкарти ача-пӑча клиника больницине хатĕр-хĕтĕр туянма 1 млн тенкĕлĕх сертификат парнелерĕ.

Нумай ачаллӑ Пальновсем, вĕсен 7 ача, ҫитес вӑхӑтра ҫĕнĕ хваттерсене куҫĕҫ: ЧР Пуҫлӑхĕ Михаил Игнатьев вĕсене 3 хваттерĕн ҫӑрине тыттарчĕ.
Чи пысӑк парне Чӑваш Енри шкул ачисем валли: Михаил Васильевичпа "ҫӑлтӑрсем" 27 пĕлӳ ҫурчĕн директорĕсене ҫĕнĕ автобуссен ҫӑрисене парнелерĕҫ.

Ирина КОШКИНА сăн ÿкерчĕкĕсем...

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем...

www.hypar.ru 

Ирина Кошкина. Автор сӑн ӳкерчĕкĕсем.