Комментари хушас

23 Çу, 2019

Чăвашсен пылак çимĕçĕсене Китайра та кăмăллаççĕ

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Китайран килнĕ официаллă делегаци — ăна Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ван Юн ертсе пычĕ — паян Шупашкарти «АККОНД» кондитер фабрикинче пулса курчĕç.

Предприятин генеральнăй директорĕ Валерий Иванов сумлă хăнасене кондитер фабрикин историйĕпе тата вăл мĕнле аталанса пынипе паллаштарчĕ. Хăйсем кăларакан пылак çимĕçе Раççейре çеç мар, чикĕ леш енче те лайăх пĕлнине палăртрĕ. Кондитер фабрики Китайпа 2016 çултанпа тачă çыхăну тытса ĕçленине, суту-илÿ калăпăшĕ ÿссех пынине пĕлтерчĕ. Эппин, Чăваш Енре кăларакан пылак çимĕçсене çав çĕршывра та кăмăллаççĕ. «Китая ăсатакан экспортăн тÿпи — эпир кăларакан кондитер изделийĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 7-8%», — терĕ Валерий Николаевич. Вăл фабрика представителĕсем нумаях пулмасть Шанхай хулинче иртнĕ апат-çимĕçĕн Пĕтĕм тĕнчери куравĕнчен — çак мероприятие çулсеренех йĕркелеççĕ — таврăннине каларĕ. «Эппин, пирĕн çыхăну çирĕпленсех пырать», — терĕ.

Хăнасене «АККОНД» ĕç-хĕлĕпе паллаштаракан видео кăтартрĕç. Китая ăсатакан пылак çимĕçсене тутанса пăхма сĕнчĕç. 

Унтан вĕсене валли канфетпа десерт цехĕнче экскурси ирттерчĕç.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор тата Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Мероприятия в рамках Третьего заседания Совета по межрегиональному сотрудничеству в формате «Волга-Янцзы». Наш фоторепортаж.