Комментари хушас

8 Çу, 2019

Шупашкарта Алексей Логинов палăкне уçрĕç

Чăваш халăхĕн 71 ывăлĕ-хĕрĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшманпа харсăр çапăçса Герой Çăлтăрне тивĕçнĕ. Çав Паттăрсенчен пĕри — Алексей Романович Логинов.

Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралса ÿснĕ ентешĕмĕр 1943 çулта Днепр çывăхĕнчи çапăçусенче паттăрлăх кăтартнă. Шел те, Алексей Логинов лейтенант авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче йывăр çапăçура вилмеллех аманнă. Совет Союзĕн Геройĕ ятне ăна 1944 çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче панă. Çавăн пекех Ленин орденĕпе наградăланă.

ЧР Шалти ĕçсен министерстви пуçарнипе çулталăк каялла Шупашкарта Алексей Логиновăн /вăрçăччен вăл чылай çул çак тытăмра ĕçленĕ/ палăкне лартма йышăннă. Паян Логинов урамĕнче /Совет Союзĕн Геройĕн ятне 2018 çулхи çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче панă/ палăка уçрĕç. Çак ятпа йĕркеленĕ савăнăçлă уява республика, тĕп хула ертÿлĕхĕ, депутатсем, ветерансем, Паттăрăн тăванĕсем, хула çыннисем хутшăнчĕç.

Чăваш Ен историйĕшĕн пĕлтерĕшлĕ çак пулăмпа пухăннисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. «Алексей Логиновăн палăкĕ — республикăри 1375-мĕш палăк. Çакăн евĕрлĕ палăксем уçни эпир хамăрăн Геройсене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă ентешсене, тыл ĕçченĕсене, тăлăх арăмсене асра тытнине кăтартать, çамрăк ăру чун-чĕринче патриотизм туйăмĕсене вăратма пулăшать», — терĕ Михаил Васильевич.

Сăмах май, палăкăн эскиз проекчĕсен конкурсне 2018 çулхи çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче ирттернĕ. Комисси С.Удяков архитектор сĕннĕ палăк вариантне ырланă. Проект авторĕ — П.Пупин скульптор.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.