Комментари хушас

Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарти вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕрлехи урок иртрĕ. Çĕнтерÿ волонтерĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхĕтĕнче Шупашкар кун-çулĕ пирки каласа кăтартрĕç.

«Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» ĕçченĕсем республикăра иртекен акцисенчен айккинче тăрса юлмаççĕ. Паян Ольга Калитова Шупашкарти Олег Беспалов ячĕллĕ 7-мĕш вăтам шкулăн 2-мĕш «А» класĕнче урок ирттерчĕ.

Ачасем урока хатĕрленнĕ, чылайăшĕн кăкăрĕ çине Георгий хăйăвĕсем çирĕплетнĕ. Кĕçĕн çултисем вăрçа хутшăннă тăванĕсене асра тытаççĕ. Миçемĕш çулта çуралса ăçта çапăçнине каласа кăтартакансем те пулчĕç.

Вăрçă çулĕсенче Шупашкарти госпитальсем 70 пин салтакпа офицера йышăннă. Сурансене пула ĕмĕрлĕх куç хупнисене Богдан Хмельницкий урамĕнче вырнаçнă тăванла вил тăприне пытарнă. Тĕп хуламăр салтаксене кăна мар, эвакуациленĕ Ленинградпа Мускав, Харьков хулисенчен ачасене йышăннă. Вĕсене ача сачĕсене, ача çурчĕсене, çемьесене вырнаçтарнă. Урокра ларакансемшĕн вăрçă çулĕсенчи ачалăх кăсăклантарчĕ. Вĕренекенсем Ленинградра пурăннă Таня Савичева, Марат Казейпа Валя Котик разведчиксен паттăрлăхĕ пирки пĕлеççĕ.

Тылра юлнисем Çĕнтерĕве çывхартма пулăшас тесе ырми-канми ĕçленĕ. Чăваш халăхĕ Хĕрлĕ Çар валли 22 пин ăшă тумтир пухнă. «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медальпе Шупашкарта пурăнакан 9 пине яхăн çынна чысланă.

Шупашкар йĕркеленнĕренпе кăçал 550 çул çитнине уявлатпăр. Çавна май ятарлă медаль хатĕрленĕ. Ăна тĕп хуламăрта пурăнакан 550 çын тивĕçĕ. Юбилейлă медальпе ветерансене те чыслĕç.

www.hypar.ru

Ольга НЕСТЕРОВА. Светлана ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: