Братск чăвашĕсем фестивале хутшăннă
Çак кунсенче Братскри 18-мĕш вăтам шкулти 2-мĕш классем наци культурисен фестивалĕнче чăваш халăхĕн культури çинчен каласа кăтартнă, наци апат-çимĕçĕпе хăналанă.
Уява хутшăнакансем 16 халăхăн хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштарнă. Иркутск облаçĕнчи чăваш наци-культура автономийĕ çитĕнекен ăрăва йăх-несĕлĕн культурине хисеплеме вĕрентнĕшĕн педагогсене тав тунă. Общество организацийĕ çавнашкалах Братск тăрăхĕнче тĕпленнĕ чăвашсем çинчен туллин каласа кăтартнăшăн ачасемпе мăнаçланнине палăртнă.
Марина ТУМАЛАНОВА. Вероника ТИМОФЕЕВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.