Красноярск чăвашĕсем уява пухăннă
Красноярск тăрăхĕнчи йăхташăмăрсем чăваш чĕлхи эрнелĕхне паллă тума пуçланă. Çакăн çинчен наци-культура автономийĕн ертÿçи Геннадий Храмов пĕлтерет.
Вырсарни кун Красноярскри Ĕçпе килĕшÿ керменне тĕрлĕ хулапа районтан хăнасем йышлă пухăннă. Вĕсене чăваш юрри-такмакĕпе кĕтсе илнĕ. Колонна залĕнче ăсталăх класĕсем ирттернĕ, кĕнеке, хаçат-журнал куравĕ йĕркеленĕ. Ачасем чăваш чĕлхи урокĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă.
Енисейск педагогика колледжĕн пултарулăх ушкăнĕ /ертÿçи Ирина Моисеева/ «Хусан этючĕсем» фильм кăтартнă. Студентсем Казанка ялĕнче пурăннă чухне чăвашсемпе паллашнине, çак халăхăн йăли-йĕркипе, культурипе кăсăкланнине аса илнĕ.
Дарья Едифановăпа Мария Экель çемье историне тĕпчени тавра каласа кăтартнă. Çакăн хыççăн чăваш ансамблĕсем пысăк концерта хутшăннă. Тĕрлĕ ÿсĕмрисене куракансем тăвăллăн алă çупса хавхалантарнă.
Марина ТУМАЛАНОВА. Геннадий ХРАМОВ архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.