Комментари хушас

20 Ака, 2019

Тимĕр вăййипе туслă ветерансен хушшинче çĕршыв ăмăртăвĕ иртет

Паян Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче тимĕр вăййипе туслă ветерансен хушшинче çĕршыв ăмăртăвĕ пуçланчĕ. Помост çине 38 регионтан килнĕ 150 яхăн спортсмен тухрĕ.

Савăнăçлă парада ЧР спорт министрĕ Михаил Богаратов, кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн председателĕ Юрий Карпов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев, ветеринари наукисен докторĕ Николай Кириллов профессор, "Хыпар" издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина тата ыттисем хутшăнчĕç.

Александр АНДРЕЕВ, 67 çулта, Приморье крайĕ:

- Эп ачаранпах спортпа туслă. Полиатлон ăмăртăвĕсенче вăй виçсе нумай ăмăртура малти вырăнсене йышăннă. Чылай çул шкулта физкультура вĕрентнĕ. 10 çул каялла алла суранлатнă хыççăн кире пуканĕ йăтма тытăнтăм. Ку спорт мана вăй-хал парса тăрать, ватăлма памасть. Чăваш Енре тимĕр вăййи питĕ аван аталанса пырать, кунта пултаруллă та ăста тренерсем ĕçлеççĕ.

www.hypar.ru

Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем...

Рубрика: