Комментари хушас

19 Ака, 2019

Муниципалитет службин ĕçченĕсене чысларĕç

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Вырăнти хăй тытăмлăх кунне халалласа савăнăçлă мероприяти иртрĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене уяв ячĕпе саламланă май вырăнти хăй тытăмлăх обществăпа политика тытăмĕн пĕлтерĕшлĕ институчĕ пулнине палăртрĕ. Çак тытăмра вăй хуракансем вырăнти халăха хумхантаракан чи çивĕч те пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса панине каларĕ. Вĕсем «пуçаруллă бюджет» программине пурнăçа кĕртес ĕçе хастар хутшăннине пĕлтерчĕ. Пурне те тăрăшуллă ĕçшĕн тав турĕ.

ЧР Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн председателĕ Александр Куликов çак уява кăçалхипе 7-мĕш хут паллă тунине каларĕ. Ăна вырăнти хăй тытăмлăх институчĕн пĕлтерĕшне ÿстерес тĕллевпе çирĕплетнине аса илтерчĕ. Муниципалитет службин ĕçченĕсем хăйсен территорийĕнчи социаллă пурнăçпа экономика ыйтăвĕсене татса панă çĕре хастар хутшăннине палăртрĕ.

Мероприятие килнисене çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесов тата Николай Малов саламларĕç.

Вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнисене уявра награда пачĕç. Çавăн пекех ЧР Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕ йĕркелекен конкурссен çĕнтерÿçисене чысларĕç.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.