Комментари хушас

Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов тата федерацин «Волго-Вятскуправтодор» хысна учрежденийĕн пуçлăхĕ Илдар Мингазов пресс-конференци ирттерчĕç.

М-7 «Атăл», Р-176 «Вятка», А-151 /Çĕрпÿ-Ульяновск/ автоçулсен Чăваш Енри сыпăкĕсем /325 çухрăм/ учрежденин оперативлă управленийĕнче шутланаççĕ. Кăçал «Волго-Вятскуправтодор» федераци трассин Çĕрпÿ, Шупашкар, Куславкка районĕсенчи пилĕк сыпăкне /29,6 км/ тĕпрен юсаттарма тытăнать, çулталăк вĕçлениччен 10,7 çухрăма çĕнеттерет. Кунсăр пуçне федерацин Шупашкар, Çĕрпÿ, Етĕрне районĕсенчи тăватă участокне /25 км/ юсама палăртнă. Çавăн пекех 2018 çулта Çĕрпÿ-Ульяновск автоçулăн 10 çухрăма тăсăлакан сыпăкне, чи малтан пурнăçа кĕртмелли «Хăрушлăха кĕртсе ÿкермен тата паха çулсем» проектпа килĕшÿллĕн Шупашкара хĕвел тухăç енчен М-7 «Атăл» трассăран кĕмелли тата Р-176 «Вятка» çул çинчи сыпăксене ĕçе кĕртме пăхнă.

Килес çул М-7 «Атăл» çулăн Етĕрне районĕнчи участокне /6 км/ çĕнетесшĕн, кăçал Сăр çинчи кĕпер юсавне тăсасшăн.

И.Мингазов водительсем питĕ кĕтекен хыпара та пĕлтерчĕ: кăçал Аслă Çавал урлă хывнă кĕпере юсаса пĕтерĕç. Ăна уçма республикăна килетĕпех терĕ. Вăл тата В.Иванов министр журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Вĕсемпе «Хыпар» хаçатăн çитес ытларикунхи номерĕнче паллаштарăпăр.

 

Юрий МИХАЙЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: