Комментари хушас

4 Ака, 2018

Ирина МУЗЫКАНТОВА: Хореограф пулмасан стилиста вĕренĕттĕм

Чăваш эстрада концерчĕсене курма кăмăллакансем Ирина Музыкантовăна çухатрĕç те пулĕ. Чылайăшĕ вăл юрланине кăна мар, ташланине те кăмăллать-çке.

Паян Ирина — «Самант» хăни. Эппин, вăл ăçта çухалнине те, мĕн çинчен ĕмĕтленнине те хăех каласа парĕ.

КĔСКЕН:

Чăн ят: Ирина Музыкантова.
Хăçан тата ăçта çуралнă: 1981 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕ, Шупашкар.
Çемье: ашшĕ — Анатолий Музыкантов, балетмейстер; амăшĕ — Валентина Музыкантова, актриса; пиччĕшĕ — Сергей Музыкантов.
Аслă пĕлÿ: Хусанти культурăпа искусствăсен университечĕ.
Карьера: 2006-2016 çулсенче — «Суварята» халăх ташă ансамблĕн ертÿçи; 2008 çултанпа — эстрада юрăçи; 2014 çулта Сочири Олимпиадăра хисеплĕ факел йăтакансен йышĕнче пулнă; 2010 çулта «Кĕмĕл сасă» фестивальте «Куракансем кăмăлланă юрăç» ят çĕнсе илнĕ; «Сувар» ансамбльпе чылай конкурс-фестивале хутшăннă.

— <...> Икĕ çул каялла çемье çавăрса Мускава куçса кайрăр. Ку йышăнăва тăвиччен нумай шухăшларăн-и? Пулас мăшăра мĕнле тĕл пултăн?
— Халĕ соцсетьре паллашасси анлă сарăлнă. Пулас мăшăрпа унта хутшăнма тытăнсан ăнлантăм: пирĕн пĕрлехи пĕлĕш нумай иккен. Паллах, Мускава куçса каяс шухăша йышăнма çăмăл пулмарĕ. Сцена маншăн пĕтĕмпех вĕт-ха. Анчах пĕр самантра Петьăшăн темĕн тума та хатĕррине ăнлантăм. Малтанлăха хăнăхма йывăрччĕ. Телее, Мускаври мероприятисене те мана артист пек йыхравлаççĕ. <...>
Савнă çынра мĕн илĕртрĕ?
— Эпĕ пултарулăх çынни пулнине хаклать вăл. Мĕн çинчен юрланине кăна ăнланмасть. Мана вăл ансат тата уçă кăмăллă çын пулни килĕшет. Унра илĕртекен ен пур, ăна хирĕç каяймастăн. Тата пирĕн кăмăл-туйăмра та пĕрешкелли нумай.
Çемье телейĕ мĕнрен килет?
— Манăн пурнăç опычĕ пысăках мар, çапах та пĕр-пĕрне илтме пĕлнинчен килет пулĕ тетĕп. Шăпах та илтме — итлеме мар. Хам та идеал мар, анчах пĕр-пĕрин кăмăлне тупма тăрăшмаллах. Мăшăра мана ăнланнăшăн, савăнтарма тăрăшнăшăн тав тăватăп.
Сирĕн килте кам хуçа?
— Пирĕн — пĕртанлăх. Эпир пĕр-пĕрне итлетпĕр.
Пушă вăхăта мĕнле ирттеретĕр?
— Кинотеатра, аквапарка, пăр çине е суту-илÿ центрне çÿретпĕр. Мускав пурнăçĕ хуранти пек вĕрет. Кунта питĕ нумай çын хĕвĕшет. Çавăн пекех машина йышлă пулни те куçа тÿрех тăрăнать. Машинăна лартма вырăн та çук. <...>
Халĕ юратнă артиста ĕçме-çиме парнелесси те йăлана кĕчĕ. Эсĕ мĕн йышăнма хавас пулăттăн?
— Мана упа çурисенчен е тĕрлĕ канфетран хатĕрленĕ çыхă килĕшет. Анчах кунта акă мĕнле пулса тухать: Типшĕм Сашук мунча çинчен юрлать те ăна милĕк парнелеççĕ. Манăн ун пек юрă çук, тĕпрен илсен — юрату çинчен.
Мускава куçнă хыççăн сăнунта темĕнле улшăну та пулса иртрĕ. Е малтан та эксперимент тума юрататтăн-и?
— Çÿçе унччен те сăрлаттăм, мĕн тĕрлĕ кăна кастарман пулĕ. Хăш сăнар ытларах килĕшнине пĕлес тесен пĕтĕмпех тĕрĕслесе пăхмалла. Сцена çине эпĕ Мерилин Монро, Мадонна, Леди Гага е Шакира евĕр те тухаттăм. Анчах чунра яланах хам пек çеç пулăп. Кăмăла кура улшăнма пултаратăп. <...>
Вулакансенчен чылайăшĕ эсĕ Раççей шоу-бизнесне явăçасса кĕтет. Çавнашкал шухăш пур-и?
— Генерал пулма ĕмĕтленмен салтак япăх теççĕ. Паллах, манăн та малалла аталанас, çÿлерех хăпарас килет… Анчах Мускавра йывăртарах ку. Халĕ эпĕ çемьешĕн пурăнатăп, йыш хушма ĕмĕтленетĕп.
Хореограф пулса ĕçлетĕн-и?
— Çук. Мускава килсенех фитнес тренерне вырнаçрăм. Халĕ чаплă лавккара ĕçлетĕп. Эпĕ модăна пăхăнакан тумсем тата капăрлăхсем кăмăллатăп, çавăнпа мана кунта килĕшет. Çак ĕç чунăма çывăх. Стиль е имидж пирки сĕнÿ пама пултаратăп. Хитре тумланасси мана атте-аннерен куçнă. Вĕсем ĕçĕнче ыттисемшĕн яланах илем тĕслĕхĕ вырăнне пулнă, çакна илтнипе кăна каламастăп. Анне мĕн ас тăвасса çÿллĕ кĕлеллĕ пушмакпа çÿрет, атте — галстукпа. <...>
Икĕ çулта хăв та улшăнтăн пулĕ? Мĕнре палăрать çакă?
— Питех мар. Манăн репертуар лăпкăрах теме пулать халĕ. Малтан сцена çинче шăрчăк пек сиккелеттĕм. Халĕ манăн пурнăç, анне çинчен юрлас килет ытларах. <...>
Критикăна мĕнле йышăнатăн? Хăвна тиркенине илтме тÿр килнĕ-и?
— Çакна çывăх çынсенчен ытларах илтетĕп. Эсĕ чунтан тăрăшнă чухне санăн ĕç пирки япăх каланине итлеме кăмăллă мар паллах. <...>
Ирина, кĕлеткÿ енчен нимĕнле çитменлĕх те çук. Вăрттăнлăхĕ чылай вулакана кăсăклантарать ахăртнех.
— Эпĕ пĕтĕмпех, анчах пĕчĕкшерĕн çиетĕп. Чи кирли, нумай хускалмалла! <...> Хăвăра диетăпа нушалантарма кирлĕ мар! <...>
Тăван еншĕн тунсăхлатăн-и? Мăшăрпа пĕрле Шупашкара куçма кăмăл пур-и?
— Çапла, кун пек шухăш тахçанах пулнă, анчах упăшка хирĕç. Вăл Мускавра ÿснĕ, региона туртăнмасть. Тен, хăçан та пулин ÿкĕте кĕртĕп… Тулли верси...
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.