Çынсене çивĕч туйни пурăнма чăрмантарать
Унра темле вăрттăнлăх пур. Вăл пĕрре тĕксе ярать, тепре илĕртет. Малтанласа эпĕ ун пирки мăн кăмăллă тесе шухăшлаттăм, çавăнпа интервью илме 5-6 çул тăхтарăм. Акă халь пиçсе çитрĕм те ЧР тава тивĕçлĕ артистне, Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреатне Стас ВЛАДИМИРОВА хаçат тĕпелне йыхравларăм. Унпа тĕл пулсан хам мĕн тери йăнăшнине ăнлантăм.
— Темшĕн-çке эпĕ сана урăх профессире пачах курмастăп. Маншăн Стас Владимиров çак тĕнчене шăп та лăп юрăç, артист пулма килнĕн туйăнать.
— Ахалех курмастăн. Эпĕ пĕр ĕçрен те хăрамастăп. Хама паллă та чаплă çын пек туймастăп, çавăнпа мăн кăмăлланмастăп. Ача чухне хама эстрадăра тупатăп тесе шухăшламан. Эстрада авăрне мана юррăмсене халăх йышăнни, вĕсен юратăвĕ туртса кĕрсе кайрĕ.
— Аçупа аннÿ панă шалти хăвату, пултарулăху пулмасан никам та нимĕнле авăра та туртса кĕрсе каяймĕччĕ.
— Тĕрĕсех. Ачан темпераменчĕпе характерĕ амăш варĕнчех тĕвĕленет. Хĕрарăм мĕн ĕçни-çини, шухăшлавĕ, хăйне епле тытни те пулас ачан тавра курăмне никĕслет. Мăшăра иккĕмĕш ачана кĕтнĕ чухне тăтăшах магнитофонпа илемлĕ юрăсем ярса параттăм. Ывăлăм паянхи кунчченех кĕвĕ итлесе çывăрса каять.
— Санăн хĕрÿ Настя пĕр хушă «Илемпи» ташă ушкăнĕнче пултарулăхне туптатчĕ. Унпа Турцири тĕрĕк халăхĕсен фестивалĕнче туслашрăм. Настя хăйĕн телейне Мускавра тупрĕ, çемье çавăрчĕ. Эп астăвасса, эсĕ те Турцире иртнĕ фестивальте 41 çĕршывран килнĕ юрăçсемпе пĕрле куракана килентернĕччĕ.
— Çапла, Настя ташă ушкăнне хаваспах çÿрерĕ, ăсталăхне туптарĕ. Хĕрĕм ÿссен артист пулма ĕмĕтленетчĕ. Эпĕ хирĕçлерĕм. Çемьере пĕр артист та çителĕклĕ. /Кулать./ Турци тенĕрен, 15 пин çын вырнаçакан амфитеатрта юрлани халĕ те куç умĕнче, тăвăллăн алă çупни те хăлхара.
— Сана чап пурăнма чăрмантармасть-и?
— Паллă пуличчен хам çинчен пĕлтерес килетчĕ пек... Çав самантрах чап тепĕр енĕпе килсе çапасса та ăнланаттăм. Сцена çинче халăх мана пĕр енлĕ курать, пурнăçра эпĕ пачах урăхла. Манăн çынсемшĕн яланах сцена çинчи пек асамлă пулса юлас килет.
— Юрăç мĕнлерех çын иккенне ун юррисем урлă та пĕлме пулать-тăр. Сан юррусем чунра ыттисем хускатайман вăйлă туйăмсем çуратаççĕ. Сăвă сăмахĕсем, кĕвĕ, санăн хусканăву, никамăнни пек мар сассу ăсран кăларать. Уйрăмах «Юрату ташши» питĕ хăватлă. Эсĕ мана: «Юратса çитереймен эсĕ, çавăнпа та килĕшет сана ку юрă», — тенине манман-ха.
— Тавах, хаклаву савăнтарать. Эпĕ хама итлекен вырăнне лартатăп, çавăнпа та сăвăсене тĕплĕ суйлатăп. Автор çак туйăмсене хăй те туйса курнă-çке. Унта пурнăçăн пĕр саманчĕ пур. Манра çут çанталăк панă вăйсем пурах-тăр. Туйăма сăнарлама пĕлни юрланă чух самаях пулăшать.
— Музыка училищине эсĕ çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн çеç çул тытнă.
— Маргарита Туринке юрăç мана ачаранах пĕлет. Пĕр шкулта ăс пухнă эпир. Аппапа туслăччĕ вăл. Эпĕ купăс еплерех каласа юрлани-ташланине пĕрре мар курнă-илтнĕ. Училищĕне вăлах алăран çавăтса илсе кайрĕ. Эпĕ салтак тумне те хывса ĕлкĕрейменччĕ. Комисси ман пултарулăхă-ма тĕрĕсленĕ хыççăн: «Ыранах документусене илсе кил», — терĕ.
— Кампа туслашатăн, çавăнтан вĕренетĕн теççĕ.
— Шупашкарти музыка училищинче ятарлă пĕлÿ илнĕ чухне Зоя Ярдыкова вĕрентекен иккĕмĕш анне вырăнĕнче пулчĕ. Эпир пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнланнă. Зоя Дмитриевна çынна витĕр куратчĕ. Çынсемпе паллаштарнă чух: «Ку манăн ача», — тетчĕ. Артист ăсталăхне мана вăл вĕрентрĕ. Студент чух çуллахи каникулсенче спектакльсемпе ялсене тухса çÿреттĕмĕр. Н.Арбан пьеси тăрăх лартнă «Çуллахи каç» спектакльте старик рольне выляттăм. Клуб умĕнче пухăннă карчăксем пĕррехинче ăна: «Старике пире парса хăварăр-ха», — тенĕ. Манра режиссер ăсталăхне те курчĕ. Ку енĕпе ятарлă пĕлÿ илме хистерĕ. «Хам ку тĕнчерен уйрăличчен сана режиссерта курса юласчĕ», — тесе кулянатчĕ. Ун чухне пурнăçĕ çăмăлах марччĕ, урăх хулана тухса кайса çемьене пăрахса хăварас килмерĕ. Театрта ĕçленĕ вăхăтрах юрист профессине алла илтĕм.
— Ан тĕлĕнтер-ха! Эсĕ юрист-и? Каçар та, сана юрист пек ниепле те йышăнаймастăп.
— Чи малтан ку профессие пурнăçра хама кирлĕ пулĕ тесе илтĕм.
— Иккĕмĕш анне тенĕрен, пĕрремĕшне çитекенни çуках.
— Тĕрĕсех, вăл юнра, чунра. Эпĕ Вăрнар районĕнчи Çăкаллă Явăш ялĕнче кун çути курнă. Тăватă ачаллă çемьере — чи кĕçĕнни. Асли, Роза аппа, çамрăклах чире пула пиртен сарăмсăр уйрăлса кайрĕ. Вăтамми, Надежда, медсестрара вăй хурать. Ман умĕнхи пичче Николай ялта тымар янă. Анне кăçал 86 çул тултарать. Вăхăт-вăхăтăн ялта та, ман патра та пурăнать. Аннепе атте колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Атте те чире пула çĕре ир кĕчĕ.
— Аннÿ сана мĕн парайрĕ?
— Интереслĕ ыйту ку. Анне мана пурнăç панă! Кунсăр пуçне тата — патак. /Кулать./ Урамра чуптарман, ĕçлеттерме тăрăшнă. Эпĕ ÿснĕ чухне колхозра мĕн пур ĕçе алă вĕççĕн тунă. Хирте кăшман, кишĕр, сухан, çĕр улми пайĕсем виçсе панă. Ал-урана ĕçлеттерсе ăс кĕртнĕ пирĕн пуçа. Пĕремĕк-канфета эпир тупса çисе ярасран таçта та пытаратчĕ. Çавах мана, кĕçĕннине, тутли ытла-рах лекнĕ. Пÿрт умне пухăнса ларнă кинемейсем мĕн калаçнине итлеме, вĕсен пурнăçĕ пирки ыйтса пĕлме юрататтăм. Хайхискерсем аттене: «Çак тăнлă ача кама хывнă-ши? Ватăсемпе ăслă калаçма пĕлет-çке», — тетчĕç. Шалти туйăмпа умри çынна ытла çивĕч туятăп. Уйрăмах çумра усал шухăшлă, суякан çын пулсан. Паянхи кун та мана икĕ питлĕ çынсемпе хутшăнма питĕ йывăр. Çит-меннине, ку мана тепĕр чух пурăнма та чăрмантарать. Тĕрĕслĕх, тасалăх, чыслăх – маншăн яланах пĕрремĕш вырăнта. Çавна пулах пурнăçра йывăр. Куçран калани мана ура хурать.
— Аннерен — юрлама, аттерен ташлама вĕрентĕм тетĕн...
— Атте питĕ ырă кăмăллă та ĕçченччĕ. «Ĕçлесех çĕре кĕчĕ», — терĕç ун пирки юлашки çула ăсатнă чух. Пĕр харăс темиçе çĕрте вăй хуратчĕ, пирĕншĕн, çемйишĕн, пурăнатчĕ. Ун пек ташлакан ялĕпе те çукчĕ.
— Артист пулмах çуралнине тепĕр хут çирĕплетрĕн.
— Зоя Ярдыкова сĕннипе Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн алăкĕсем те умра çăмăллăн уçăлчĕç. Мана ĕçе илнĕ чух Алексей Васильев режиссер мĕн пур коллектива пухрĕ. Тĕлпулăва тĕплĕн хатĕрленсе кайрăм. Хам ăсталăха кăтартнă хыççăн коридора тухма ыйтрĕç. Кăштахран чĕнсе илсе документсене илсе килме сĕнчĕç.
— Çамрăксен театрне халĕ те кăмăлпах çÿретĕп. Эсĕ унтан тухса кайрăн та театр маншăн пушансах юлчĕ.
— Пĕр-пĕр артиста çав-çав рольте курма хăнăхнинчен килет ку. Куракан йышăнтăр тесен тепĕр ар-тистăн роле икĕ хут вăйлăрах вылямалла. Эпĕ шаннă роле хамăн пурнăçăма кĕртнĕ. 30 ытла спек-такльте тĕрлĕ сăнар калăпларăм. Икĕ хутчен «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсăн «Эпизодри чи лайăх сăнар» номинацийĕн çĕнтерÿçи пултăм. Çавах та, шел, хам выляс тенĕ рольсем ман пата çитеймерĕç. Темĕн ан шухăшла, ку эпĕ пултарайманнипе çыхăнман. Эстрадăра çитĕнÿсем тума пуçласан ура хуракансем тупăнсах пычĕç. Çавах хуçаймарĕç. Телее, шăпа ман умри çулсене уçса пычĕ çеç.
— Санăн кашни юрру – мини- спектакль.
— Эпĕ сцена çинчен халăха пурăнма вĕрентместĕп. Халăх хăй пире еплерех пурăнмаллине вĕрентсе пырать. Мĕн çинчен шухăшламаллине, сцена çинче еплерех ĕçлемеллине халăх хăй ка-лать. Эпир пурте халăхран тухнă, çакна нихăçан та манмалла мар.
— 25 çул каялла сан концертсене куракан епле килнĕ, халĕ те çаплах утать. Залра пĕр пушă вырăн та çук. Вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?
— Ку, пĕрремĕшĕнчен, репертуарпа тачă çыхăннă. Юрăсене тĕплĕн хатĕрлетĕп. Юрă кĕввисене ытларах хамах хайлатăп. Тĕлĕкре юрă çырни те пулнă. Юрласа вăранса каятăп та манасран сиксе тăрса часрах çырса хуратăп. Иккĕмĕшĕнчен, сцена çине тухмалли тум питĕ пĕлтерĕшлĕ, виççĕмĕшĕнчен, концертсем хавхалануллă иртнипе çыхăннă пуль. Пĕр вăхăтрах эпĕ виçĕ пая пайланатăп: телекурав, сцена, кулленхи кун-çул. Пĕр паллакан хĕрарăмăн мăшăрĕ манпа сцена хыçĕнче паллашнă хыççăн хайхискерне концерт хыççăн çапла каланă: «Ман умра çÿллех мар, типшĕмрех кĕлеткеллĕ арçынччĕ, сцена çинче вара пачах урăхла — мăнаçлă, çÿллĕ, зала шалтан тухакан вăй-хăвачĕпе ярса илчĕ».
— Мĕн-ши вăл саншăн — юрату?
— Юрату тĕнчине кашни хăй пек ăнланать. Мана «юрату» сăмах темшĕн килĕшсех каймасть. Тен, ку юлашки вăхăтра унăн пĕлтерĕшĕ пĕтнипе, вăй-хăвачĕ чакнипе çыхăннă-ши? Ытла та йÿнетсе ячĕç юратăва. Эпĕ çак сăмаха саспа калаймастăп. Хам пурнăçăмра икĕ-виçĕ хут çеç каланă. Юратун вăйĕ «сана юрататăп» тесе каланинче мар, унăн ĕçĕнче, хисепре, шанчăклăхра...
— Пĕртен-пĕр хĕрарăмна тупайрăн-и?
— Паллах, тупнă. Ахальтен каламаççĕ пуль, пĕрремĕш арăм – Турăран, иккĕмĕшĕ – шуйттанран. Турра шĕкĕр, пĕрремĕшĕпех пурăнатăп. Ачасене пĕрле çитĕнтернĕ, пурăнас тесех тăрăшнă. Ман кун-çулра, пултарулăхра мăшăрăм Валентина питĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Малалла вулас...