«Ача чухне йывăçсемпе, чечексемпе пуплеттĕм»
Светлана Гордеева сăвăç, ÿнерçĕ пултарулăхĕпе К.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕн ертÿçи Ирина Оленкина йĕркелекен поэзипе ÿнер уявĕсенче ытларах паллашма тÿр килчĕ. Вăл Чăваш халăх çыравçин Денис Гордеевăн хĕрĕ пулнине туссем систерчĕç. Интересленсе кайрăм: ашшĕпе хĕрĕн пултарулăхне танлаштарма пуçларăм. Светлана хăюллине, хăйĕн шухăшне уççăн калама пултарнине, çав самантрах сăпайлăхĕпе палăрнине, сăввисенче хальччен никам çырман сăнарсем пуррине тата вăл тĕлĕнмелле ырă кăмăллă хĕрарăм иккенне асăрхарăм. Тĕлпулусенче пĕр-пĕринпе пĕр-икĕ сăмах хушса туслашрăмăр. Светлана Гордеева — ЧР Профессионал çыравçăсен союзĕн «Ачасемпе çамрăксен литератури» секцийĕн пуçлăхĕ. Ăна «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне йыхравлас кăмăл çуралчĕ.
Ашшĕ сăввисене тетраде çырса пынă
— Эсĕ чечексем ÿкерме кăмăлланине куртăм, пирпе хут çинче сăнланнăскерсем чĕрĕ пекех, чуна ăшăлăхпа тултараççĕ...
— Литература музейĕнче Сергей Журавлев фотографпа пĕрле «Хавхалану çăл куçĕ» курав йĕрке-лерĕмĕр. Сергей унта Чăваш Енри паллă хĕрарăмсен сăн ÿкерчĕкĕсене тăратнă, эпĕ вара — хамăн картинăсене. Чăнах та, пир çинче эпĕ юратакан чечек нумай. Ку маншăн — улттăмĕш курав, пĕрремĕшĕ темиçе çул каялла «6х7 галерейăра» «Чечексен поэзийĕ» ятпа иртнĕччĕ. Картинăсен ячĕсене те поэзипех çыхăнтартăм: «Пионсен калаçăвĕ», «Уй-хир янăравĕ», «Кукамай сиренĕ»... Ман-шăн чечексем тĕнче уçлăхĕн вăрттăнлăхĕ пек туйăнаççĕ. Çÿлти хăват пире чечексене çăтмах çинчен аса илтерме панă текен шухăша пĕр журналта вуларăм. Чăнах та, чечексем пирĕн пурнăçа асамлăх, çепĕçлĕх, хавхалану, савăнăç илсе килеççĕ. Ку илем яланах пирĕнпе пĕрле. Сĕтелĕм çинче çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех чĕрĕ чечексем куçа савăнтараççĕ. Вĕсене пир е хут çине ÿкерме васкатăп, кайран картинăсене туссене парнелетĕп. Çут çанталăкра вĕсем типсе хăраççĕ, манăн картинăсенче вара яланах чĕрĕ. Вĕсем маншăн туссем пекех, çавăнпа вĕсен ятне те хут çинче яланах пысăк сас паллирен çыратăп.
— Хăвăн пĕр картинуна ахальтен мар «Кукамай сиренĕ» тесе ят панă пуль-ха.
— Эпĕ Комсомольски салинче кун çути курнă. Аттепе анне кукамай килĕнче икĕ çул пурăннă. Пĕчĕк чухне ун патне хăнана час-часах кайса çÿреттĕм. Ачалăхри чи çутă аса илÿсем кукамайăн пахчипе çыхăннă. Маншăн, шăпăрланшăн, вăл асамлă тĕнче пекехчĕ. Пÿрт умĕнче шурă, кăвак тĕслĕ сиреньсем ÿсетчĕç. Шупашкарта çу уйăхĕнче сирень çеçкене ларсанах шухăшăмпа кукамай çуртне таврăнатăп. Чун хурланать, çывăх çыннăм тахçанах пирĕнтен уйрăлса кайнă ĕнтĕ, тĕмсем те хăрса типрĕç. Кукаçине курман эпĕ, вăл район прокурорĕ пулнине çеç пĕлетĕп.
— Ачалăх — асамлă вăхăт.
— Çемьере аппа Лена, эпĕ тата шăллăм Артур çитĕнтĕмĕр. Виçсĕмĕр те кукамайăн ачаш аллин ăшшине, вăл пĕçернĕ тутлă кукăль тутине чи хаклă пулăм пек асра упратпăр. Кукамайпа чăвашла анчах калаçаттăмăр. Ачалăхăм Комсомольски районĕнчи Асанкассинче иртнĕшĕн те питĕ савăнатăп. Аттен ялĕ вăрман варринче вырнаçнă. Эпĕ пĕчĕк чухне яла автобус çÿреместчĕ, асаннепе асатте килне аслă çулпа çемйипе çуран утаттăмăр. Асаннен çуллахи тĕпелĕнче стенаран типĕтнĕ курăксем çакăнса тăратчĕç, варринче тем пысăкăш хуран ларатчĕ, ун айĕнче вучах çунать. Хăнасем валли хуран тулли яшка лăкăртатса вĕрет... Йывăç чашăка янă шÿрпене йывăç кашăкпа çини, унăн тути халĕ те асра. Асаттепе асанне ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Темшĕн-çке пире ампара кĕртместчĕç. Çавах эпир аслисене систермесĕр вăрттăн кĕреттĕмĕр. Унта вара тĕттĕмччĕ. Ампарта хĕрт- сурт пурăнать тенипе пушшех те шикленеттĕмĕр. Маншăн чи кăсăкли — асанне арчиччĕ. Мĕн тĕрлĕ капăрлăх çукчĕ-ши унта: кĕпе, саппун, эреш... Асанне качча тухнă хыççăн каснă çивĕтне те ампартах упранă.
— Сăвă çырасси — çут çанталăк парни. Аçу-аннÿрен куçнă пултарулăха ял илемĕ те вăратнăн туйăнать.
— Этем чунĕнче сăвă мĕншĕн çуралнине никам та уççăн калаймасть пуль. Пĕчĕк чухне çырма пĕлменрен атте манăн сăвăсене ятарлă тетраде шăрçаланă. Шел, пĕр вырăнтан теприне куçса çÿре-нипе çав тетрадь çухалнă. Атте вăрманта уçăлса çÿренĕ чухне те манри пултарулăха аталантаратчĕ. Пĕр сăмах калатчĕ те эпĕ рифма шыраттăм. Пилĕк çулта чухнех унпа вăрмана çÿреттĕм. Пĕррехинче патак тупрăм та аттене Буратино туса пама ыйтрăм, вăл чĕрĕлессе ĕнентĕм. Çывăх çыннăм мана йывăç пукане чĕрĕлмессине ĕнентермерĕ, лайăхрах пуленкке шырама çеç сĕнчĕ. Пысăклансан тин унăн чеелĕхне ăнлантăм. Эпĕ ача чухне йывăçсемпе тата чечексемпе калаçаттăм. Геннадий Айхи сăвăç манра хăйне евĕрлĕ пултарулăха асăрхама пултарнă. «Эсĕ — йывăçсен вăрттăн чĕлхине пĕлекен хĕр ача», — тесен тĕлĕннипе ăна куçран чăр! пăхрăм. Çитĕнсен «Йывăçсен ячĕсем» сăвă пуххине Геннадий Айхие халалларăм.
Чапа кăларас тесе никама та йăлăнман
— Санăн аçуна ытларах публицист пек пĕлетĕп. «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ кашни статйине тимлĕн вуланă эпĕ. Унăн хайлавĕсенче тăван халăхăн шăпишĕн, пуласлăхĕшĕн кулянни палăрать.
— Атте — 4 роман, 30 ытла повеç, 150 ытла калав авторĕ. Вăл ял пурнăçĕ çинчен тĕлĕнмелле ытарлă чĕлхепе чуна витермелле çырать. Ял çыннин сăнарне тĕп-тĕрĕс çырса кăтартма пĕлет. Пĕррехинче хамăн ĕçсемпе ял библиотекинче пултăм. Вулавăш ĕçченĕ чăваш кĕнекисем сахал килни пирки пăшăрханса калаçрĕ. Атте çырнă «Çурта кунĕ» кĕнекене кăтартрĕ. Çынсем ăна çĕтĕлсе пĕтичченех вулани питĕ савăнтарчĕ. Эпĕ аттене хăюлăхĕшĕн, ыттисенчен урăхла шухăшлавлă пулнишĕн хисеплетĕп. Вăл пирĕншĕн энциклопеди пекех. Тĕрĕссине куçран калать. Пĕррехинче хут çине йывăçпа кайăк йăвине ÿкертĕм. Вăл мана мухтас вырăнне йывăçа пур енчен те туратпа илем-летмелли пирки асăрхаттарчĕ. Çакăн хыççăн тимлĕрех пулма тытăнтăм. Атте ачисене чапа кăларас тесе никама та йăлăнман. Эпĕ мĕн пур çитĕнĕве хамăн вăйпа тата ăспа тунă. ЧР Профессионал писательсен союзĕн ертÿçинче ĕçленĕ чухне те мана пулăшас тесе должноçĕпе усă курман. Эпĕ куншăн аттене тав тăватăп çеç. Çакă мана хамăн вăя ĕненме пулăшрĕ. Малалла вулас...