Комментари хушас

26 Ака, 2017

Атте теес килетчĕ...

Çĕрпÿ районĕнчи Мамликассинче пурăнакан Ольга Васильева Смоленск облаçĕнчи тăванла масар çине çитсен пĕр савăннă, пĕр хурланнă.

Вăл мĕншĕн хурланнине ăнланма йывăр мар: çав масарта унăн ашшĕне Порфирий Дмитриева та пытарнă-çке. Савăнăç туйăмĕ вара çывăх çыннин вил тăприне шыраса тупма тата ун умĕнче пуç тайма май килнипе çыхăннă. Ольга Порфирьевна ашшĕне нихăçан та курман: вăл фронта 1943 çулта тухса кайнă, хĕр пĕрчи ун чухне çут тĕнчене килеймен-ха, амăшĕн варĕнче çеç пулнă. Елчĕк районĕнчи Тăрмăш ялĕнче пурăнакан Порфирий Дмитриевич мăшăрĕпе, 4 ачипе сыв пуллашса вăрçа кайнă, кĕçĕн хĕрне, паллă ĕнтĕ, вăл та курман.

«Аппасем каланă тăрăх — атте пĕр çыру çеç янă. 1944 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче çапăçура вилнĕ. Эпир ун пирки хыпарсăр çухалнă тесе шухăшланă. 10 çул каялла чи аслă аппа Елчĕкри çар комиссариатне кайнă, аттене Смоленск облаçĕнчи Покровское ялĕнчи тăванла масарта пытарнине пĕлнĕ. Шел, хăй унта çитсе кураймарĕ. Эпир вара унăн аслă ывăлĕпе тата 3 аппапа пĕрле пĕлтĕр инçе çула тухрăмăр. Манăн пĕчĕк чухне яланах «атте» тесе калас килетчĕ. Ĕмĕтĕм унăн вил тăприне шыраса тупсан тин пурнăçланчĕ», — каласа кăтартрĕ Ольга Порфирьевна. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.