Телейлĕ çамрăклăх поэчĕ
“Телейлĕ çамрăклăх çыравçи”, — тенĕ унăн пултарулăхне тишкерсе М.Плотникова. Сăмахăм ачасене вун-вун сăвă-хайлав парнеленĕ, ентешĕсене тăван тăрăхне савса нумай произведенипе савăнтарнă Анатолий Тимофеев-Ыхра çыравçă пирки. Унăн хайлавĕсене алла тытсан вăл пурнăçăн чăн хакне, çыннăн чун илемне, туслăхпа юратăва çутатнине туятăн. Пултарулăхĕпе чăваш литературине пуянлатнă Анатолий Александровичăн тăванĕсемпе, кÿрши-аршипе курса калаçмашкăн Вăрмар районĕнчи Шăплат тăрăхĕнчи Ыхра-Çырма ялне çитсе куртăм /халĕ вăл Шăплатпа пĕрлешнĕ/. Çак тăрăхра ентешне епле сума сăваççĕ-ха?
Ыхрапа Сухан — пиччĕшĕпе йăмăкĕ
Чăнах та, этем хăй кун çути курнă, çывăх çыннисемпе шăкăл-шăкăл калаçса пурăннă тăрăха нихăçан та асран кăлармасть. Инçетре пулсан та тăван кĕтесĕшĕн тунсăхлать. Кунпа килĕшмесĕр тăраймăн. Анатолий Тимофеев-Ыхра вара ашшĕ-амăшĕ пилленĕ çĕре, чунри юратăвне сăввисенче шăрçаланă.
Сăмах ăсти 1948 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Шăплатри — пуçламăш, унтан Урнарти вăтам шкулта вĕреннĕ. Пĕрремĕш сăввисене парта хушшинче ларнă вăхăтрах шăрçаланă. Ашшĕ Александр Тимофеев вĕреннĕ çын пулнă. Вăл Çĕрпÿре, Канашра ревизорта ĕçленĕ. Çемье пуçĕ ачисене тĕрĕс воспитани парас тесе тăрăшнă, вĕсене çирĕп йĕркепе çитĕнтернĕ. Амăшĕ Ева Алексеевна, Çĕрпÿ районĕнчи Кăкартан качча килнĕскер, тĕпренчĕкĕсене тирпейлĕхе пĕчĕкренех хăнăхтарнă.Малалла вулас...