Комментари хушас

17 Пуш, 2016

«Иринăна хисеплесе сăнарсем калăплатăп»

Ача чухне чылайăшĕ артист пулма ĕмĕтленет. Манăн та сцена çинче пĕр-пĕр сăнара калăпласа залра ларакансен чунне тыткăнлас килетчĕ. Артистсене питĕ ăмсанаттăм. Вĕсем сĕтлĕ кÿлĕре ишеççĕ тесе шухăшлаттăм. Анчах пурнăç тути-масине астивнĕ хыççăн ун пек каламастăп. Халĕ артист профессийĕ чи йывăр ĕçсенчен пĕри иккенне питĕ аван пĕлетĕп. Артистăн та, кашни çыннăнни пекех, сцена çинчи пурнăçĕсĕр пуçне çемйи, ачи-пăчи, кулянтаракан тата савăнтаракан самантсем пур. Сцена çинче сăнара калăпланă чухне куçран юхакан çутă куççуль тумламĕсене пурнăçрипе танлаштараймăн. «Чуна уçса калаçар» рубрикăн паянхи хăни — К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсра тĕрлĕ номинацире çĕнтернĕ Петр САДОВНИКОВ. Вăл чĕринче ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă асаплă самантсене тепĕр хут аса илчĕ. Арçын куçĕнчен юхакан таса тумламсене вăйсăрлăхпа танлаштармарăм, унпа пĕрле манăн чун та куççульпе çăвăнчĕ.

— Петр, санăн шăпу йывăр пулни чылайăшĕшĕн вăрттăнлăх мар. Юратнă мăшăрна, ачун амăшне усал шыçă сирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйăрчĕ. Халĕ ывăлупа кун кунлатăн. Саншăн мĕн вăл — çемье?

— Манăн çемье пурнăçĕ икĕ пайран тăрать: мăшăрăмпа Иринăпа пурăнни тата ун хыççăнхи. Юратнă çыннăм çĕре кĕнĕ хыççăн ывăлăмпа Андрейпа пурăнатăп. Вăл шкул пĕтерсен Мускаври энергетика институтне вĕренме кĕчĕ, анчах мана пĕчченлĕхре хăварас мар тесе часах каялла таврăнчĕ. Салтака кайсан Уссурийск хулинчи десант бригадине лекрĕ. Аякран килекен СМС-çырусене савăнса вулаттăм, уншăн хĕпĕртеттĕм, посылкăсем кашни уйăхрах ярса параттăм. Парашютпа сикни пирки çырнине вуланă чухне чĕре чике-чике илетчĕ. Унăн 20-мĕш çуралнă кунне пĕрле уявлас килнипе укçа-тенкĕ шеллемесĕр Уссурийска самолетпа вĕçрĕм. Виçĕ кун ăна тутлă апатлантартăм, хула курса çÿрерĕмĕр, мунчара милĕкпе чун каниччен çапăнтăмăр. Иринăн ашшĕпе амăшĕ патне темиçе хут шăнкăравларăмăр. Ватăскерсем мăнукĕн сассине илтсен куççуль кăларчĕç. Ирина куçне ĕмĕрлĕхех хупсан ывăлăма: «Эпĕ мар тăк кам? Сана вĕрентсе кăларса çын тăвăп, авлантарсан мăнуксене чĕркуççи çине лартса сиктерĕп», — терĕм.

— Чăн-чăн ашшĕ сăмахне тытатех. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.