Комментари хушас

22 Юпа, 2015

Вăрçăран нимĕç машинипе таврăннă Алексей Талвир

Чăваш литературинче манăçми йĕр хăварнă «Пăва çулĕ çинче» повеçĕн авторĕ Алексей ТАЛВИР çуралнă тăрăхра - Патăрьел салинче - пулнă май вăл кун çути курнă çурта упраса хăварнине, унăн çумĕнчех сăмах ăстине асăнса лартнă мăнаçлă палăка курсан ентешĕсем çыравçа хисепленĕшĕн чунран савăнтăм. Ара, Алексей Филиппович тăван халăхшăн тунă пархатарлă ĕçсене урăхла мĕнле хаклайăпăр-ха эпир? Çак тăрăхри пуçлăхсем ăна манманни, ентешĕсем Алексей Талвира ăста çыравçă пек хисеплесе асаилÿсем шăрçалани кăмăла, чăнах та, çĕклерĕ. Хăйĕн хайлавĕсенче ĕç çыннин темине çутатнă сăмах ăсти. Вун-вун çамрăк çыравçа литературăра аталанмашкăн çул уçса панă. Башкиров хушаматпа çÿренĕскерĕн кун-çулĕпе паллашар-ха.

Рабочи ĕçне юратса ÿснĕ

Алексей Талвир 1909 çулхи март уйăхĕн 21-мĕшĕнче Патăрьел салинче кун çути курнă. Ашшĕ Филипп Иванов ялти ăста тимĕрçĕ, шутлă платник пулнă. Мăшăрĕпе Феодора Лаврентьевăпа ултă ачана - виçĕ хĕрпе виçĕ ывăла - ура çине тăратнă вĕсем. Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. Çыравçăн ашшĕне ялта Хĕлип пичче тесе чĕннĕ. Вăл вăхăтра механик ĕçне аван тĕшмĕртнĕскерĕн лупас айĕнчех мастерской пулнă. Унта ĕç хатĕрĕсем, станоксем упраннă. Çемье пуçĕ ватлăх кунĕсенче те колхоза пулăшнă, станок умĕнчен кайман, ырми-канми тăрăшнă. Çакна курса çитĕннĕ ачисен чунĕнче рабочи ĕçне юратас туйăм вăраннă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.