Комментари хушас

30 Ака, 2015

“Хамăра юратма вĕренсен тин теприне юратайăпăр”

"Чуна уçса калаçар" тĕпелĕнче мĕнле кăна ыйту хускатмастпăр-ши? Пĕчĕк чухне пирĕн çунатлă та таса ĕмĕтсем сенкер тÿпе анлăшне умлăн-хыçлăн виçсе ирĕклĕн вĕçеççĕ... Кам кăна пулас килмест-ши пирĕн: космонавт, артист, çар çынни, композитор, юрăç, çыравçă, журналист, вĕрентекен... Анчах пурнăç çулĕ çине тăма пуçласан çутă ĕмĕтсенчен чылайăшĕ кун-çул авăрĕнче таврăнми çухалать. Тусăмсен хушшинче ачалăхри ĕмĕтне пурнăçлама пултарнă çын пур. Вăл Елчĕк районĕнчи Хăвăлçырмара кун çути курса Патăрьел районĕнчи Апрушнай /Ясная Поляна/ поселокĕн кинĕ пулса тăнă Валентина ВОЛКОВА-СИМУКОВА. Ачалăхри ĕмĕчĕсене мĕнлерех пурнăçлани пирки чуна уçса калаçас тесе тĕл пултăмăр та... сăмах çăмхине сÿтсе чăваш хăйне мĕншĕн юратманни патнех çитрĕмĕр.

- Валентина, еплерех ĕмĕтсем çунат сарнă-ши чылай çул каялла ял ачин таса чĕринче?

- Ача чухне тĕкĕр умне тăраттăм та... тĕрлĕрен хускалса юрлаттăм. Пурнăçăм юрă шăрантарсах иртессĕн туйăнатчĕ. Пуçламăш класа кайсан музыка урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. Тамара Журавлева çĕнĕ юрăсем вĕрентнĕ чухне кашни сăмахне сывламасăр тенĕ пек итлеттĕм. Вăл мана класс умне ыттисенчен малтан кăларатчĕ. Куншăн чунран савăнаттăм. Юрра юратни ытти предметпа та аталанма пулăшрĕ. Шĕкĕр "пиллĕкпе" вĕреннĕшĕн мана кашни çулах чыслатчĕç. 7-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра шкул ертÿçи Елена Степанова /шел, усал шыççа пула ытла час кайрĕ ку тĕнчерен/ юрă конкурсне ăсатнă чухне ыталарĕ те çурăмран ачашласа: "Валя, кун-çулна юрăпа çыхăнтар, çынсене савăнăç парнеле, эсĕ çак тĕнчене юрламах килнĕ", - тенĕччĕ. Класс ертÿçи Алевтина Воробьева вара юнашар лартатчĕ те... уявсен программине пĕрле хатĕрлеттĕмĕр. Ялти клуб ертÿçи Надежда Елизарова уроксем хыççăн кÿршĕ ялсене концертсемпе илсе çÿретчĕ.

- Ача пуласлăхĕ чи малтан ашшĕ-амăшĕ еплерех воспитани панинчен килет. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.