Комментари хушас

16 Ака, 2015

“Кукамай пекех ăста юрăç пулас килет”

16 çул... Ачалăх хыçра, çамрăк çын яшлăх алăкĕн урати урлă тин çеç каçнă та пин кукăрлă кун-çул сукмакĕ çине хăюллăн тăма хатĕрленет, шанăçпа малалла тинкерет, çумра çур сăмахран ăнланакан атте-анне, кукаçи-кукамай, асатте-асанне, пĕртăван, ырă сунакан хурăнташсем, хальлĕхе шанăçран тухма ĕлкĕреймен, туслăха сутман юлташсем, малта вара пĕтĕм пурнăç - сенкер пуласлăх, пурнăçланма пултаракан ĕмĕтсен чечеклĕ çаранĕ, таса та çутă шухăшсем, чунра ĕненÿ вучахĕ пин-пин хĕлхемĕн ялкăшса çунать... Мĕнлерех-ши вĕсем, паянхи 16 çулти çамрăксем? Мĕн кĕтеççĕ пурнăçран? Мĕнлерех ĕмĕт-тĕллевпе пурăнаççĕ? Пирĕн пуласлăх шанчăклă алăра-ши? 16 çулти Кристина Софронова, Любовь Афанасьева юрăçăн мăнукĕ, ачаран куç умĕнче ÿснĕрен çак ыйтусем тавра унпа чуна уçса калаçас терĕм.

- Кристина, ман алăра эсĕ район, республика шайĕнче, хăв ăс пухакан Кÿкеçри лицейра иртнĕ "Сас", "Асамат кĕперĕ", "Эпĕ - автор", "Хаваслă пушмакçă", "Район ахахĕсем", "Хавхалану", "Дебют-кĕркунне", "Çуркунне ритмĕ", "Пуласлăх сасси" тата ытти конкурс-фестивальте çĕнсе илнĕ тав çырăвĕсем, дипломсем, хисеп хучĕсем. Вĕсен хушшинчех Кÿкеç лицейĕ сана çултан-çул шĕкĕр "пиллĕкпе" вĕреннĕшĕн панă хавхалантару хучĕ. Тĕлĕнмелле санран.

- 7 çул каялла садикре иртнĕ юлашки уявра аннепе пĕрле вĕреннĕ сăвва пурин умĕнче те калани асрах-ха. Çав сăвăра "Эпĕ "пиллĕкпе" çеç вĕренĕп" йĕркесем пурччĕ. Шăп та лăп çак сăмахсем маншăн пурнăç девизĕ пулса тăчĕç. Эпĕ урокра шăп ларатăп, вĕрентекене питĕ тимлĕ итлетĕп. Ытти чухне вара тантăшсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмастăп.

- Мана темшĕн "5" паллăпа çеç вĕренме кичем пек туйăнать...

- Манăн тĕллев пур, çавăнпа лайăх вĕренес килет. Маншăн ăс пухасси - хăйне евĕр ĕç. Тĕнче пин тĕрлĕ, манăн вара питĕ нумай пĕлес килет.

- Шкулти предметсенчен уйрăмах юратнисем пур-и? Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.