«Чи ăста драматург - этем пурнăçне йĕркелекен Аслă Хăват»

9 Нарăс, 2017

Çак çĕр çине этем хăйĕн çĕклемне йăтма килет. Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕн Марина КАРЯГИНĂН çĕклемĕ вара — литературăпа искусство. Ентешĕмĕн пултарулăх сунтăхĕнче веçех пур: сăвă-поэма, калав-повеç, сценарисем, хăй режиссер пулса ÿкернĕ фильмсем... Театр искусствине те вăл хăюллăнах пырса кĕчĕ. Марина Карягинăн «Кĕмĕл тумлă çар» хайлавĕпе Çамрăксен театрĕ лартнă спектакль тĕнче шайне тухрĕ. Часах çак пьеса, кĕнекере виçĕ чĕлхепе /чăвашла, вырăсла, акăлчанла/ пичетленнĕскер, вулаканшăн парне пулĕ. Марина Карягина 2011 çулта «Чĕнтĕрлĕ чаршав» театр конкурсĕнче «Çулталăкри чи лайăх драматург» ята тивĕçрĕ, 4 çул каялла вара ЧР Патшалăх премине илчĕ. Пĕлтĕр К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çине унăн пьеси тăрăх хатĕрленĕ «Куккуклă сехет» спектакль тухрĕ. Постановка пирки чылай шухăшласа çÿрерĕм: чăваш ялĕпе çыхăннă пуласлăх чуна витерчĕ. Чăтаймарăм, кăçал «Куккуклă сехет» спектакле тепĕр хут кайса куртăм. Пĕрремĕш хутĕнче туйăм тинĕсĕнче ишрĕм пулсан хальхинче кашни сăмаха, афоризм пек илтĕнекен сăмах çаврăнăшне чĕре али витĕр кăлартăм. Юлашки çулсенче режиссерсем зала тултарас тесе эротикăллă камитсем лартнине хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Ăс-тăна хускатакан, хамăрăн малашлăх çинчен шухăшлаттаракан спектакль сцена çине тухнăшăн савăнтăм. Пьесăри чăвашлăх ыйтăвĕсене сÿтсе явма Марина Карягинăна «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне чĕнтĕм. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.