Чĕрĕк ĕмĕр ытла тăсăлакан туслăх

12 Кăрлач, 2016

РФ Айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Енри управленийĕн /УФСИН/ ĕçченĕсем Çĕрпÿ хулинчи интернат шкулта вĕренекен ачасене Çĕнĕ çулпа саламларĕç, пылак çимĕçсемпе савăнтарчĕç. Ырă çак йăлана чĕрĕк ĕмĕр ытла каялла пуçарса янă.

Хальхи вăхăтра интернатра 130 ытла ача пурăнать. Чылайăшĕ ăнăçсăр çемьесенчен, теприсен çывăх çыннисем вуçех те çук. "Пакунлă юлташĕсем" вĕренÿ заведенийĕнче çулсерен хăнара пулнине, пĕрле тата Хĕл Мучипе Юр Пикене илсе килнине хăнăхнă ĕнтĕ вĕсем. Ыр кăмăллăх акцине УФСИН ветеранĕсен канашĕн председателĕ отставкăри полковник Галина Зинина /вăлах пархатарлă çак йăлана пуçарса яракансенчен пĕри/ ертсе пырать.

"Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, улшăнсах пырать. Малтанхи çулсенче супăнь катăкĕ, алюмини савăт-сапа, сăрă интернатшăн пысăк пулăшуччĕ", - тет Галина Петровна. УФСИН ĕçченĕсем шефа илнĕ ачасем патне электромузыка инструменчĕсем, çĕвĕ машинисем, йĕлтĕр, çунашка, телевизор, аквариум тата куллен кирлĕ ытти япала илсе пынă вăхăтсем те пулнă. Пĕчĕккисен ĕмĕчĕсене те пурнăçа кĕртнĕ вĕсем: фотоаппарат, кĕсье телефонĕсем, кĕнекесемпе мечĕксем парнеленĕ. Телее, паян интернат шкул хăй тĕллĕн те аван пурăнать. Патшалăх йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене пулăшма /вĕсем таса та çутă, юсаса çĕнетнĕ классенче вĕренеççĕ, ăшă та хăтлă пÿлĕмсенче пурăнаççĕ, тутлă та усăллă апат-çимĕç çиеççĕ, капăр тум тăхăнаççĕ/ хевте çитерет.

Уяв ытти çулхи пекех савăнăçлă та шавлă иртрĕ. Хĕл Мучипе Юр Пике /Шупашкарти культура училищин студенчĕсем/ ачасене капăр чăрăш тавра тăратса юмах тĕнчине илсе кайрĕç. Юрласа, ташласа, сăвă каласа вăхăт иртни те сисĕнмерĕ. Уяв савăнăçне Çĕнĕ çул парни - вăл кашнин валли çитрĕ - пушшех те «пылаклатрĕ». "Ачасем çак куна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, - тет интернат директорĕ Мария Ложкова. - УФСИН ĕçченĕсем пирĕн воспитанниксемшĕн çывăх тăвансем пекех".

"Çак шкулта вĕренекен ачасемпе туслă çыхăну тытни таврари çынсемпе ырăрах пулма вĕрентет, пулăшма хавхалантарать", - теççĕ РФ Айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем. Ачасемпе пакунлисен туслăхĕ чĕрĕк ĕмĕр ытла тăсăлнин вăрттăнлăхĕ шăпах çакăнта ĕнтĕ.

В.БАГАДЕРОВА.

Рубрика: