"Чĕнтĕрлĕ чаршав" конкурса тăратнă спектакльсене "хыпарçă" та хаклать

21 Пуш, 2017

Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ умĕн пирĕн республикăра "Чĕнтĕрлĕ чаршав" конкурс çулсерен ирттереççĕ. Ăна хальхинче те Культура министерстви, Чăваш Енри Театр ĕçченĕсен союзĕ тата республикăри театрсем йĕркелеççĕ.

Паян конкурс комиссийĕшĕн тата пултарулăх ăмăртăвне тăратнă ĕçсен пĕрремĕш тĕрĕслевĕ иртет. Жюри членĕсем Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн икĕ постановкине – "Снежная королева" тата "Чи кирли, чи юратни" – пăхнă. Ыран Чăваш патшалăх пукане театрĕн "Сарпике" спектакльне хаклĕç.

Конкурса хутшăнакан мĕнпур спектакле пăхнă хыççăн жюри çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацире палăртĕ. Комисси йышĕнче, сăмах май, "Хыпар" хаçатăн культурăпа спорт пайĕн редакторĕ Надежда Смирнова та пур.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: 

Комментари

Привет всем

Комментари хушас