«Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурс çĕнтерÿçисем паллă
Паян республикăри театр ĕçченĕсем Пĕтĕм тĕнчери театр кунне паллă турĕç, «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕç.
Лауреатсене 7 номинаципе хакларĕç. Палăртса хăварар: кăçал конкурса 10 спектакль тăратнă: Чăваш академи драма театрĕ — «Çил ачисем» /А.Пăртта/, «Хăв пурăнас килнĕ пек ан пурăн» /А.Островский/; Çамрăксен театрĕ — «Молозко» /Н.Коляда/, «Виç кĕтеслĕ юрату» /Г.Челпир/; Вырăс драма театрĕ — «Царевна-лягушка» //Е.Шашин, Н.Кузьминых/, «Венецианские близнецы» /К.Гольдони/; Чăваш патшалăх пукане театрĕ — «Голубка» /П.Хусанкай/, «Константин -01 или Тайна волшебного яйца» /Д.Андронов/; Чăваш патшалăх сăнав театрĕ — «Четыре солдата в поисках мира» /А.Бьерклунд/; Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ — «Чиполлино» /К.Хачатурян/.
«Спектакльти чи лайăх музыка» номинаципе Лолита Чекушкина («Виç кĕтеслĕ юрату») çĕнтерчĕ. «Чи лайăх сценографи» номинацире Валентин Федоров («Чиполлино») палăрчĕ. «Хĕрарăма сăнарланă чи лайăх роль» ята Анна Кудряшова («Хăв пурăнас килнĕ пек ан пурăн») тивĕçрĕ. «Арçынна сăнарланă чи лайăх роль» номинацире Александр Смышляева («Венецианские близнецы») çитекен пулмарĕ. «Иккĕмĕш планри ли лайăх роль» ята Геннадий Виноградова («Чиполлино») пачĕç. «Чи лайăх спектакль /режиссура/» номинацире Иосиф Дмитриев («Виç кĕтеслĕ юрату») çĕнтерчĕ. «Ачасем валли лартнă чи лайăх спектакль» номинацире «Çил ачисем» (Алексей Герасимов) ĕç мала тухрĕ.
Тĕп номинацисемсĕр пуçне ятарлă дипломсемпе те чысларĕç.
Комментари хушас