Чăвашсен акăлчанла куçарнă ĕçĕ пĕтĕм тĕнчери фестивальти куракана тыткăнланă

17 Çу, 2019

Çу уйăхĕн 12-18-мĕшĕсенче Севастополь хулинче документлă фильмсен тата телепрограммăсен «Победили вместе» пĕтĕм тĕнчери фестивалĕ иртет. Унта 35 çĕршывран тата Раççейри 38 регионтан 500 ытла фильм ярса панă. Çав шутран 88-шне финала суйласа илнĕ. Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, чи кăмăлли - финалти фильмсен йышĕнче ентешĕмĕрсен ĕçĕ пурри. Фестивалĕн кăтарту программине "Двери в детство" фильм-портрета кĕртнĕ. 

"Фильма, тĕпрен илсен, Сергей Мышев ÿкернĕ, иккĕмĕш операторĕ - Константин Козлов, композиторĕ - Владимир Беляков, монтажлаканĕ Елена Хрусталева", - тесе пĕлтерчĕ "Хыпар" издательство çурчĕн хыпарсен службине сценари авторĕ тата режиссёрĕ Марина Карягина. Фильмсене темиçе пысăк залра кăтартаççĕ иккен. "Пĕр харăс темиçе урхамах çине утланма май çук, çавăнпа эпĕ ют çĕршыв фильмĕсене кăтартакан кинотеатра  суйласа илтĕм, - терĕ çак йĕркесен авторне пултаруллă ентешĕмĕр тата ĕçтешĕмĕр. - Урăхла тĕнчетуйăм, тĕлĕнмелле сăнарлăх, пирĕншĕн ытла та уçă самантсем, шелсĕр тĕрĕслĕх - пăхма питĕ интереслĕ, шухăшлаттарать".

Пĕтĕм тĕнчери фествиалĕн финалне лекме тивĕçнĕ фильм-портрета икĕ чĕлхепе ÿкернĕ: чăвашла тата вырăсла. Хăй вăхăтĕнче Стамбулти кинофестивале хутшăннă чухне вырăслине акăчанла куçарнă. "Ку фестивальте вăл чухах пулчĕ", - каласа кăтартрĕ фильмăн сценари авторĕ тата режиссёрĕ.

"Двери в детство" ĕçе çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче "Москва" кинотетрта кăтартнă. Каçхи апат хыççăн ирттерекен пресс-конференцире Марина Карягинăна фильма ÿкерни çинчен каласа кăтартма ыйтнă. Документлă картина Георгий Фомиряков чăваш художникпа паллаштарать. Пухăннисем автора хаваслансах итленĕ, кăмăллăн йышăннă. 

Марина Карягина фестивальте малти вырăн илессишĕн çунмасть. Çав шайри мероприятие хутшăнма тивĕç пулниех пысăк чыс тесе шухăшлать. 

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас