"Чăвашавтотранс" предрияти ĕçченĕсене шалу парса татĕç

Паян, çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче, "Чăвашавтотранс" патшалăхăн унитарлă предприятийĕн ĕçченĕсен умĕнчи шалу парăмне татĕç.

Ĕç укçи енчен йывăрлăха кĕрсе ÿкнисене Чăваш Енĕн Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви хаваслă хыпар пĕлтерет. Ведомство сайтĕнче çырнă тăрăх, ĕнер банксенчен пĕринчен предприятин расчет счечĕ çине 62 миллион тенкĕ куçнă. Кредит учрежденийĕнчен кивçен илнĕ "кĕмĕл" рабочисемпе специалистсен расчет счечĕсем çине кайнă. Шалу парăмне паян тÿлесе татмалла.

www.hypar.ru

 

Вера ТИТОВА.

Комментари хушас