Ĕç укçине вăхăтра тÿлессе кĕтеççĕ

2 Утă, 2020

Ĕçлекен çынсене шалăва вăхăтра тÿлемелле, парăмсене вара май килнĕ таран хăвăртрах татмалла. Çак шухăшсем тĕп вырăнта пулчĕç ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлессин, официаллă мар ĕçлеве чакарассин ыйтăвĕсемпе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи комиссин паян иртнĕ ларăвĕнче.

Ларăва ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пычĕ. Вăл ĕç паракансем шалăва вăхăтра тÿлеччĕр, парăмсене татчăр тесе республика Правительстви прокуратура органĕсемпе, ĕç инспекцийĕпе, налук службипе тата ытти ведомствăпа пĕрле тачă çыхăнса ĕçленине палăртрĕ.

ЧР Патшалăх ĕçлев инспекцийĕн ертÿçи — патшалăх ĕçлев тĕп инспекторĕ Алексей Метелкин пĕлтернĕ тăрăх — çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри 12 предприятире ĕç укçи тÿлес енĕпе пухăннă парăмсем пур, пĕтĕмпе 23,7 миллион тенкĕлĕх. Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне парăм 36,42 миллион тенкĕ пулнă. Маларах асăннă органсем пĕрле çыхăнса ĕçленине пула 5 уйăхра ĕç укçи тÿлессипе çыхăннă парăма 12,7 миллион тенкĕ чакарма май килнĕ. Кăрлач-çу уйăхĕсенче патшалăх ĕçлев инспекторĕсем ирттернĕ тĕрĕслевсем, çавăн пекех административлă правăна пăсни пирки калакан ĕçсем тăрăх /вĕсене прокуратура органĕсем пуçарнă/ должноçри 129 çынна, 57 юридици сăпатне, 18 уйрăм предпринимателе штраф тÿлеттерме йышăннă, пĕтĕмпе — 3,3 миллион тенкĕлĕх. Çавăн пекех 42 асăрхаттару панă.

Алексей Метелкин ĕç укçипе çыхăннă парăмçăсен реестрĕнче экономика тĕлĕшĕнчен хастар 10 организаци тата 16 панкрут-предприяти пулнине пĕлтерчĕ /çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне/. Панкрута тухнисен парăмĕ — 50,5 миллион тенкĕ. Чи пысăк парăм — Улатăрти пĕчĕк температурăллă холодильниксен завочĕн: 192 çынна пĕтĕмпе 16,2 миллион тенкĕ парса татмалла. Ĕçлев инспекцийĕн ертÿçи муниципалитет предприятийĕсен те парăмсем пуррине пĕлтерчĕ. Вĕсем иккĕшĕ те Сĕнтĕрвăрри районĕнче вырнаçнă.

Олег Николаев ЧР Промышленноç министерствине Улатăр хулин администрацийĕпе пĕрле Улатăрти завода пурлăхне сутмашкăн пулăшма хушрĕ. Çав укçаран çынсене ĕç укçи памалла терĕ. Вăл çавăн пекех Федерацин суд приставĕсен службин Чăваш Республикинчи управленине парăмçăсемпе çыхăннă ĕçе вăйлатма сĕнчĕ, исполнительнăй хутсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе витĕмлĕрех мерăсем йышăнмалла тесе пусăм тусах каларĕ.

Федерацин Налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Марина Петрова вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен налук базине легализацилес тата ĕç укçине вăхăтра та туллин тÿлес енĕпе ĕçлекен комиссийĕсен ĕç-хĕлне тишкерчĕ. Хăш-пĕр муниципалитетра асăннă комиссисен ĕçне пачах та лайăхлатма тăрăшманнине, вĕсем кашни çулах ку енĕпе чи кайри вырăнсенче пулнине ÿпкелесе пĕлтерчĕ. Олег Николаев налук службин управленине çывăх вăхăтрах районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерме, унта ĕç укçине вăхăтра парассипе тата налуксем тÿлессипе çыхăннă ыйтусене питĕ тĕплĕн тишкерме сĕнчĕ.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас