Чăваш наци музейĕпе филиалĕсене тÿлевсĕр кĕртĕç

Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунне паллă тунă кун, Чăваш наци музейĕпе унăн филиалĕсене тÿлевсĕр çитсе курма май пулĕ.

Чăваш наци музейĕнче çак кун Чăваш çĕрĕ çинче ĕлĕк пурăннă чĕр чунсем çинчен пĕлме, чăваш халăхĕн историйĕпе паллашма май пулĕ. Çут çанталăкпа, театрпа çыхăннă ытти экспозици те кăсăклăклăхĕпе илĕртет.

Чăваш наци музейĕ Хĕрлĕ тÿремри 5/2-мĕш çуртра вырнаçнă. Ыйтса пĕлмелли телефон — 62-41-24.

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас