Чăваш Ен тата Япони: инçе пулин те – питĕ çывăх

2 Ака, 2018

Японин Раççейри чрезвычайлă тата полномочиллĕ посолĕ Тоехиса Кодзуки ертсе килнĕ, Японири чи пысăк чылай компани представителĕсенчен йĕркеленĕ делегацин икĕ кунлăх визичĕ вăхăтĕнче хăнасем Чăваш Енри чылай предприятипе паллашрĕç, ытти çĕрте пулса курчĕç.

Тунтикун Правительство çуртĕнче сумлă хăнасен визичĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май: «Вĕсемшĕн пирĕн майсене курасси пысăк пĕлтерĕшли куç кĕрет палăрчĕ. Ман шутпа, кăмăллă пулчĕç — çакă малашнехи анлă та тĕрлĕ енлĕ çыхăнусен аталанăвĕн никĕсĕ пулĕ», — пĕтĕмлетрĕ вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин. 

Михаил Васильевич палăртнă тăрăх, хăнасем хăйсене Европăри бизнесăн кунти ĕçĕпе тĕплĕнрех паллаштарма ыйтнă-мĕн — ахăртнех, вĕсем хăйсене республикăра мĕнлерех туйнине курса ĕненесшĕн пулнă. Аван туяççĕ — аталанаççĕ. 

Республика ертÿлĕхĕ çак визитран нумай кĕтнине пайăррăн палăртать.

Вĕсем — уçă çынсем, çавна май хăйсемпе уçă пулнине тивĕçлипе хаклаççĕ. Çак визитра полтикăпа çыхăннă пысăк пĕлтерĕше те куратăп. Нумай çĕршыв çак кунсенче Раççей дипломачĕсене кăларса ярас çул çине тăчĕ. Япони унашкал йышăну туман. Пачах тепĕр майлă — çак кунсенче посол пирĕн патра пулчĕ, - çакăн пĕлтерĕшĕ пысăккине хакласа каларĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Сăмах май, Япони посолĕ çулталăк тăршшĕпе Раççейĕн темиçе регионĕнче кăна пулать-мĕн. Михаил Игнатьев яппунсене пирĕн патри туризм та кăсăклантарма тивĕç тесе шухăшлать. 

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас