"Чăваш бройлерĕн" директорне ĕçрен хăтарнă

Шупашкар районĕнчи "Чăваш бройлерĕ" акционерсен обществин гендиректорне Игорь Мяснянкина должноçрен хăтарнă. Йышăнăва Игорь Алимов вăхăтлăх управляющи ыйтнипе Чăваш Енĕн Арбитраж сучĕ тунă.

"Хыпар" хаçатра республикăри паллă кайăк-кĕшĕк предприятийĕнчи йывăрлăх пирки çырнине вулакансем астăваççĕ пулĕ. Çу уйăхĕнче Николай Коновалов журналист унти тăрăма тишкернĕ май иртнĕ çул вĕçленнĕ тĕле «Чăваш бройлерĕн» дебитор парăмĕ 46 миллион тенкĕрен иртнине çырса кăтартнăччĕ. ЧР Арбитраж сучĕ кăçалхи кăрлачăн 24-мĕшĕнче фабрикăра панкрутлăхпа çыхăннă сăнав процедури пуçарнăччĕ.

Игорь Мяснинкин директор предприятин вăхăтлăх управляющине кирлĕ хутсен копине паман. Фабрикăра сăнав вăхăчĕ пынине пăхмасăрах 50 миллион тенкĕлĕх кивçен илме финанс компанийĕсенчен пĕринпе килĕшÿ тунă.

"Чăваш бройлерĕ" предприятин директорĕн тивĕçне ЧР Арбитраж сучĕ Валентина Михайлова тĕп бухгалтер çине тиенĕ.

 

 

Вера ТИТОВА.

Комментари хушас