«Чăваш бройлерĕ»: морга е реанимацие?
Шел те, Чăваш Енри АПКшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ предприяти тĕлĕшпе çак ыйту хуравĕ хальлĕхе уçăмсăр
Паллах, республика влаçĕсем — реанимацишĕн. «Аш-какай туса илесси, çĕр-çĕр ĕç вырăнĕ, хыснана кĕрекен налуксем — çакă пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа предприятие упраса хăварас, аталантарас тĕллевпе пĕтĕмпех тумалла», — тет вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Анчах тепĕр акционер хăтланăвĕсем чăх-чĕп фабрикин пуласлăхĕ тĕлĕшпе иккĕленÿ çуратаççĕ. Предприятие ятарласа панкрута кăларас çул çине тăнипе çыхăннă тĕшмĕртÿ сăлтавсăр мар.
Парăмсен тыткăнĕ
«Чăваш бройлерĕ» АУО акцийĕсен 49% — Чăваш Енĕн патшалăх харпăрлăхĕнче. Ытти — Курск предпринимателĕпе Четвериковпа çыхăннă «Альба+», «Агропромстрой+» ПСК» тата «Капитал» ОООсен, Курск облаçĕнче регистрациленнĕскерсен. Шăпах вĕсен айăпĕпе, Правительство çуртĕнче кун пирки иккĕленмеççĕ, фабрика йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Директорсем вĕçĕмсĕр улшăнаççĕ. Предприятие 16 çул ертсе пынă Вадим Николаев кайнă хыççăн — виççĕмĕш директор. Пĕри 9 уйăх çурă ĕçленĕ, тепри — 4 уйăх. Пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнчен пуçласа тилхепене Игорь Мяснянкин тытнă. Вăл — Курскран килнĕскер.
Фабрикăри ĕç-пуç йывăрри паян никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Пĕр вăхăт пачах ĕçлеме пăрахнăскер иртнĕ çул вĕçĕнче çăмартан пĕрремĕш партине инкубацие хунă — 260 пин ытла. Нарăс вĕçĕнче чăхсен пĕрремĕш партине пуснă. Кăçал 7 пин тонна чăх ашĕ туса илме палăртаççĕ. Производство хăвачĕ вара — 12 пин тоннăлăх. Пĕлтĕр фабрика 23 миллиона яхăн тенкĕлĕх тăкак тÿснĕ. Кăçал, çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, фабрикăра чĕрĕ виçепе 1,75 пин тонна аш-какай туса илнĕ — пĕлтĕрхи çак тапхăртин 52% чухлĕ кăна. Халăха та иртнĕ çулхинчен чылай сахалрах чĕп сутнă.
Шел, предприяти ĕçĕ пăтăрмахлă тĕслĕхсемпе те палăрма ĕлкĕрчĕ. 2015 çулта тĕш тырăшăн укçа тÿлесе тырă илейменниех мĕне тăрать! Ун чухне Алексей Подорванов директор республика тулашĕнчи пĕр ОООпа 14 миллион ытла тенкĕлĕх 1,6 пин тонна тулă туянма килĕшÿ тунă. Укçа куçарнă, тырă çук. Лару-тăрăва йĕркелемешкĕн фабрика ертÿçисем нимĕн те туман. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хушнипе право хуралĕн органĕсене, суда явăçтарнă хыççăн тин укçана тавăрма май килнĕ, тыррăн пĕр пайне те илнĕ.
Иртнĕ çул вĕçленнĕ тĕле «Чăваш бройлерĕн» дебитор парăмĕ 46 миллион тенкĕрен иртнĕ. Паян çак виçе мĕнешкел пулнине фабрикăн ертÿçисем хăйсем те тĕп-тĕрĕс пĕлмеççĕ-тĕр. Çавна май ЧР Арбитраж сучĕ кăçалхи кăрлачăн 24-мĕшĕнче «Корма и концентраты» ООО тавăçĕпе предприятире панкрутлăхпа çыхăннă сăнав процедурине пуçарнă. Ĕçе çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче пăхса тухма палăртнă. Парăмçăн вăхăтлăх управляющийĕ пулма Игорь Алимова çирĕплетнĕ. Анчах темиçе уйăх иртнĕ пулин те управляющипе фабрика ертÿçисем пĕрре те курнăçман иккен. Ыйтусем ярсан та Алимов вĕсенчен хурав кĕтсе илеймен. Çак кунсенче вăл предприятие кĕрсе курма шут тытнă — хурал ăна шала кĕртмен.
Çухату хыççăн çухату
Çак лару-тăрура ЧР Ял хуçалăх министерстви, паллах, ĕç-пуçа айккинче сăнаса тăма пултараймасть. Эрне кун фабрика представителĕсене министерствăна чĕннĕ — вăхăтлăх управляющипе тинех курнăçма пултарчĕç. Тĕлпулăва ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хутшăнчĕç. Чăннипех уçă калаçу пулчĕ. Апла пулин те фабрика шăпи тĕлĕшпе уçăмлăх пур темешкĕн иртерех-ха.
Сергей Артамонов пытармасть: «Фабрикăшăн эпир пурте яваплă. Анчах Четвериковпа калаçрăм та — вăл тÿррĕнех калать: «Манăн ĕç кайăк-кĕшĕк ĕрчетесси мар — укçа ĕçлесе илесси». Çакăн хыççăн унпа мĕнле ĕçлемелле?» Игорь Мяснянкин директор та предприятие аталантарас, кал-кал ĕçлеттерсе ярас тĕллевлĕ пулнине çирĕплетет. Анчах хальлĕхе фабрикăра туса илекен аш-какайăн хăйхаклăхĕ пысăк, оборудовани кивелсе çитнĕ — çакă ура хурать-мĕн.
— Çакнашкал лару-тăрăва фабрикăна кам кĕртсе ÿкернĕ?
Министр панă ыйтăва Игорь Викторович тÿррĕн хуравламарĕ:
— Эпĕ авăн уйăхĕнче кăна директор должноçне ларнă...
Тепĕр тесен, çакнашкал «кукăр» хуравсем татах та татах пулчĕç. Уншăн е куншăн яваплă пулни пирки аса илтерсен предприяти ертÿçисем «ку ыйтусене директорсен канашĕ татса парать — эпир мар» теме пăхрĕç. Яваплăха туймалли самант вара пайтах. Игорь Алимов, сăмахран, фабрика «МедиаКар» ОООран çурт-йĕр тумалли çĕр лаптăкĕсем туянни çинчен пĕлтерчĕ — взаимозачет мелĕпе, 94 миллион тенкĕлĕх. Çав лаптăксем Курск облаçĕнче иккен. Чăваш Енри фабрикăн ют регионта мĕнле интерес пулма пултарать? «Мĕншĕн унта, Чăваш Енре мар? — тĕлĕнет Наталья Тимофеева министр. — Çурт-йĕр строительстви пирĕн республикăра та лайăх аталанать, ку енĕпе ĕçлемешкĕн çĕр лаптăкĕсем уйăратпăр...» Çĕрпе тÿлессипе килĕшмесĕр укçа илнĕ тĕк предприяти çав тÿлевпе нумай парăмран хăтăлма пултаратчĕ вĕт. Çав вăхăтрах ял хуçалăх çĕрĕсене фабрика пăрахать. Чăннипе, çав çĕрсем çинче тырă çитĕнтерни предприятие чăх-чĕпе апатпа тивĕçтерессине йÿнетме пулăшнă пулĕччĕ.
Е тата пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнчен тытăнса «Чăваш бройлерĕ» контрагентсемпе çыхăннă тÿлевсене «Тени-торг» ООО урлă кăна пурнăçлани. Фабрикăн пĕтĕм суту-илÿ сечĕ — унăн аллинче. Фабрикăри пĕтĕм чăх-чĕп, туянакан çăмарта шăпах «Тени-торг» харпăрлăхĕ шутланаççĕ. «Чăваш бройлерĕ» АУО вара кайăк-кĕшĕке çитĕнтерессипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсем кăна пурнăçлать. Тĕлĕнмелле вĕт — каллех ырă мар шухăшсем çуралаççĕ.
Çийĕнчен нумаях пулмасть фабрикăна ЧР Наци банкĕ 1 миллион тенкĕлĕх штрафланă. Тивĕçлĕ информацие вăхăтра паманшăн çакнашкал яваплăх палăртнă. «Çак укçа шалупа çыхăннă парăма чакарма мĕнлерех пулăшнă пулĕччĕ!» — пăшăрханать Сергей Артамонов. Наталья Тимофеева шухăшĕ те унăннипе пĕр килет: «Пирĕн предприятие штрафлас тĕллев çук, пачах тепĕр майлă — эпир ăна пулăшасшăн». Анчах фабрика ертÿçисен ĕç-хĕлĕ çавнашкал çухатусем патне илсе пырать.
Упраса хăвармаллах!
Хăй вăхăтĕнче 500 çын ытла ĕçленĕ предприятире паян 294 çын вăй хурать. Ертÿçĕсем çак йыш тĕлĕшпе те оптимизаци пирки сăмах хускатаççĕ. Вăхăтра тÿлемен ĕç укçин парăмĕ 1,8 миллион тенке çитнĕ. Çак лару-тăрура Игорь Мяснянкин «ĕç-пуç лайăхланса пырать» теме пăхнипе килĕшме йывăр. Чăваш Енĕн АПК ведомствин пуçлăхĕ унран производствăпа çыхăннă пайăр кăтартусене ыйтсан вăл хуравлама ĕç тăвакан директора Сергей Шпарева сĕнни те иккĕленÿ çуратрĕ. «Пĕтĕмпех асра тытма йывăр...» тесе, фабрика тилхепине тытиччен кайăк-кĕшĕк ĕрчетес енĕпе ĕçлеменнипе тÿрре тухасшăн пулчĕ-ха, анчах директорăн тĕп кăтартусене те пулин асра тытмаллах ĕнтĕ.
Ырă кăтартусен шутĕнче фабрикăри чăх-чĕпĕн талăкри ÿт хушаслăхĕ пысăкланнине асăнчĕç: 44 грамм пулнă-мĕн, халĕ ку кăтарту 52-54 грама çитнĕ. Унччен вăтам тушка 1,2 килограмм тайнă, паян — 1,5-1,7 килограмм. 16 цеха ĕçлеттереççĕ. Икĕ цех пирки çаплах каларĕç: «Вĕсем юхăнса çитнĕ. Унта усрани — чăх-чĕпе вĕлерни кăна...» Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче тата 10 цеха ĕçлеттерсе ярасшăн имĕш. Анчах мĕнле укçапа — аталану валли инвестици кирлĕ-çке. Хуравĕ каллех хăйне евĕрлĕ: «Директорсен канашĕ тупать».
Паян «Чăваш бройлерĕн» ĕç укçи тĕлĕшпе кăна мар, газшăн та, электричествăшăн та парăмсем пухăннă. Сергей Артамонов чухланă тăрăх — дебитор парăмĕ пĕтĕмпе 300 миллион тенкĕ патнелле-тĕр. Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Арбитраж судĕнче фабрикăн темиçе кредиторĕн заявленийĕсене тишкереççĕ — вĕсем хăйсене парăма татмалли требованисен реестрне кĕртме ыйтаççĕ.
Игорь Алимов управляющи те хаçат корреспонденчĕпе калаçнă май предприяти парăмĕсен чăн виçине асăнаймарĕ: «Фабрикăна морга ăсатмалла-и е реанимацие? — чи малтан эпĕ хамшăн çак ыйтăва уçăмлатасшăн, малалла мĕн тумаллине ăнланасшăн. Хальлĕхе уçăмлăх çук». Вăл Курскри компанисем предприятие рейдер мелĕпе ярса илме тăни пирки те калать — çакăн çинчен право хуралĕн органĕсене евитлесси пирки асăрхаттарать.
Игорь Мяснянкин директор вара унăн тата ĕçтешĕсен енчен криминаллă нимĕнле тĕллев те çук тесе çирĕплетет: «Фабрикăна сиенлеме пултаракан нимĕнле ĕç те планламастпăр». Çав вăхăтрах директорсен канашĕ енчен коммерци тĕллевĕсемпе çыхăннă самантсем пулма пултарнине те хирĕçлемест.
Çак тата ытти саманта шута илсе ĕнтĕ Чăваш Ен влаçĕсем фабрикăпа çыхăннă ĕç-пуçра ăна ятарласа панкрута кăларма хăтланнин палăрăмне асăрхани пирки калаççĕ. Четвериковăн предприятисене панкрута кăларнипе çыхăннă опыт пуррине кура çак иккĕленÿ пушшех çирĕпленет-тĕр. Çавăнпа право хуралĕн органĕсене те çак ĕçе явăçтарни ăнсăртран мар. Кирек мĕнле пулсан та киревсĕр пуçарусене тÿрре кăларма памăпăр тесе шантараççĕ. Республика пурлăхĕшĕн яваплă Наталья Тимофеева министр палăртнă тăрăх — «ĕç-пуçа йĕркелеме май пур. Çывăх вăхăтрах директорсен канашĕн пĕрлехи ларăвне ирттерме калаçса татăлнă — унта Курскран та хăнасем килмелле».
Комментари хушас