Çĕнĕ коопераци — ял-хула аталану никĕсĕ

22 Чÿк, 2018

Чÿк уйăхĕн 22-23-мĕшĕсенче çĕршыв регионĕсенчи потребсоюзсен, Центросоюз канашĕн представителĕсем Чăваш Енре пухăнчĕç.

Вĕсем Чăвашпотребсоюз предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе вырăнта паллашрĕç. Çавна май Элĕк, Муркаш, Çĕрпÿ, Комсомольски райповĕсене, Чăвашпотребсоюзăн логистика центрне çитсе курчĕç. Склад ĕçĕ-хĕлне йăлтах механизациленĕ, пĕр пин ытла магазина тавар ăсатаççĕ. Ассортимент пуян, 3 пин ытла.

Регионсенчи массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем вара Муркаш районĕнче пресс-турта пулчĕç. Мăн Сĕнтĕр, Муркаш райповĕсен обьекчĕсемпе паллашрĕç. Калайкассинчи комплекс ĕçĕ çынсене уйрăмах кăсăклантарчĕ. Кунта çул çÿрекенсене канма мĕн кирли йăлтах пур: кафе, хăна çурчĕ, душ, кĕпе çумалли тата ыт.те. Москакассинчи суту-илÿ центрĕнче çĕвĕ цехĕ уçăлни ял çыннисем валли ĕç вырăнĕсем йĕркелеме май панă.

Райпосен хатĕрлев комплексĕ, çăкăр комбиначĕ, «Фиеста» çамрăксен центрĕ … — мĕн курни-илтнине йăлтах ăса хывма тăрăшрĕç çула тухнисем. Ыран вара вĕсем Шупашкарта «Çĕнĕ коопераци — пĕчĕк хуласемпе ялсен никĕсĕ» темăпа иртекен анлă ларăвне хутшăнса шухăш-кăмăлне пĕлтерĕç.

www.hypar.ru

Теги: 

Комментари хушас