Çамрăк монтажник Тулăри стройкăра ÿксе вилнĕ

15 Пуш, 2018

Тулăран Чăваш Ене уса хыпар çитрĕ: çав хулана стройкăна ĕçлеме кайнă 21-ри каччă вилнĕ. Хăпартма тытăннă çуртăн 17-мĕш хутĕнчен икĕ монтажник ÿкнĕ. Вĕсенчен пĕри — пирĕн ентеш.

РФ СК Тула облаçĕн следстви управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, ку инкек пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче, каçхине, Павшински кĕперĕ урамри строительство обьектĕнче пулса иртнĕ. Картлашка сыппине монтаж тунă вăхăтра ура айĕнчи сарăм йăтăнса аннă. 21 тата 29 çулсенчи икĕ арçын 17-мĕш хут çÿллĕшĕнчен ÿкнĕ. Вĕсенчен пĕри — вырăнтах, тепри больницăна кайнă май васкавлă пулăшу машининче вилнĕ. Уголовлă ĕç пуçарнă, халĕ следстви пырать.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас