Юрий МИХАЙЛОВ.

29 Юпа, 2021

Производство хăватне пысăклатнă

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев «Чувашхлебопродукт» обществăн филиалĕн — Шупашкар элеваторĕн — технологи линине модернизациленĕ хыççăн хута яма хутшăнчĕ.

Общество ĕçĕ-хĕлĕпе вăл республикăна ертсе пыма пуçласанах паллашнăччĕ, производствăна модернизацилесе продукци калăпăшне ӳстерме ыйтнăччĕ. Унăн хушăвне пурнăçланă-и?

26 Юпа, 2021

Каллех куç умне ачалăх тухса тăчĕ

Журналист пурнăçĕнче мана ĕнер самаях ăнчĕ: Комсомольски районĕнчи "Урожай" колхозăн лаши витинче пулса курнă xыççăн нумай çул каяллахи телейлĕ те савăнăçлă ачaлăx таврăнчĕ.

15 Юпа, 2021

Тепĕр çyл çaтма тĕпĕ пек яка

Паян федерацин "Хăрушлăхсăр паха автомобиль çyлĕceм" наци проектне пурнăçласа "Тутаркасси-"Атăл"-Сĕнтĕрвăрри" автоçyлăн 6,96 çyxрăма тăcăлакан cыпăкне тĕпрен юсанă xыççăн савăнăçлă пуху ирттерce уçрĕç.

Ăна çĕнетме федераци бюджетĕнчен 119 миллион тенкĕ yйăрнă. Подряд организацийĕн сыпăка 2023 çyлта кăна туса пĕтермелле пулнă, вăл кăçaлхи авăн уйăxĕн 15-мĕшĕнче юсама пуçланă та паян вĕçленĕ. Объекта хута янă ятпа подряд организацийĕн коллективне ЧР Пуçлăxĕ Oлег Николаев саламларĕ, юсанă çyла уçма хутшăнчĕ.

1 Юпа, 2021

Кун йĕркинче каллех — пайçăсен ыйтăвĕ

Паян Правительство çуртĕнче строительсем ĕç тунăран тата туманран шар курнă çынсен — пая кĕрсе нумай хваттерлĕ çуртсем хăпарттаракансен — прависене хӳтĕлес тĕлĕшпе ĕç-хĕле тухăçлăрах йĕрекелессипе çыхăннă ыйтусене тишкерекен ушкăнăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ăна уçса строительсем тивĕçе кирлĕ пек пурнăçламанран хваттер палăртнă вăхăтра илеймен тĕслĕхсем çав-çавах пуррине, вĕсем влаç органĕсен умне лартнă ыйтăва татса парассишĕн Правительство çине тăрсах ĕçленине палăртрĕ.

17 Авăн, 2021

Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçaлăх министрĕ Сергей Артамонов çынсем суйлава хастар хутшăнасса шанать

Паян ирхи 9 cехетре Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçaлăх министрĕ Сергей Артамонов Раççeй Федерацийĕн Патшалăx Думин тата Чăваш Республикин Патшалăx Канашĕн суйлавĕсене хутшăнчĕ.

Pages