Юрий МИХАЙЛОВ.

19 Кăрлач, 2022

Каяша ял-хуларан турттарасси халĕ те калаçтарать

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе Правительство çуртĕнче республикăн коммуналлă хытă каяш çаврăнăшĕн тытăмне аталантармалли концепцине сӳтсе яврĕç.

15 Чÿк, 2021

Наци проекчĕсем мĕнле пурнăçланаççĕ?

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительство çуртĕнче республикăра федерацин наци проекчĕсене пурнăçласа капиталлă строительство объекчĕсене тăвассине, вĕсене реконструкцилессине тата тĕпрен юсассине тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлекен штабĕн ларăвне ирттерчĕ.

11 Чÿк, 2021

Элĕкре тинех бассейн ĕçлеме пуçланă

Паян ЧР Пуçлăxĕ Олег Николаев Элĕкре ĕçлĕ çул çÿревре пулчĕ. 240 ача çÿремелли садике çуллах хута ямалла пулнă, aнчах туса пĕтермен.

Олег Алексеевич пÿлĕмсене кĕрсе мĕн чухлĕ ӗҫ юлнине палăртма тăрăшрĕ. Унăн калăпăшĕ пысăк: 20 процентран кая мар. ЧР Пуçлăxĕ подряд организацийĕн ĕçĕпе кăмăлссăррине пĕлтерчĕ, строительствăна хăвăртлатма ыйтрĕ.

Çакăн хыççăн вӑл Элēкри физкультурăпа спорт комплексĕнче пулчĕ. Кунта тинех бассейн ĕçлеме пуçланă. Xальлĕxe aчасене çeç йышăнать.

Pages