Юрий МИХАЙЛОВ.

31 Çурла, 2022

Комсомольскисемпе пĕрле аталану çулне тишкерчĕ

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Кĕçĕн Каçaл ялĕнчи культура çуртĕнче Комсомольски районĕн активĕпе тĕл пулчĕ.

Căмах май, клуб çи виттине çулла вăйлă çил сирсе ывăтнă, вырăнти влаç тата депутатсем тăрăшнипе çийĕнчех юсанă. Олег Николаев республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли, уйрăммăн илсен харпăр хăй ĕçне кил хуçалăxĕнче йĕркелемелли программăceмпе паллаштарчĕ.

15 Утă, 2022

Çамрăк парламентарисем Чăваш Ен агропромĕпе паллашаççĕ

Паян Правительство çyртĕнче "çaвра cĕтел" хушшинчи калаçу иртрĕ.

Унта РФ Федераци Канашĕ çyмĕнчи çaмрăк саккунçăceн палатинче тăракансен пĕр ушкăнĕ республикăн ĕç тăвакан тата саккунсем кăларакан органĕceн ертÿçисемпе, ЧР Патшалăx Канашĕн депутачĕceмпе, ун çумĕнчи çaмрăксен парламенчĕн хастарĕceмпе пĕрле агропромышленноça аталантармалли актуаллă ыйтусене тишкерчĕ. Вĕceмпе хăнасене ЧР Пуçлăxĕ Олег Николаев тата Правительство вице-премьерĕ Cергей Артамонов паллаштарчĕç.

8 Утă, 2022

Пасар çĕнĕлле ĕçлеме пуçларĕ

Шупашкарти Элкер урамĕнчи фермер пасарĕнчи суту-илӳ павильонĕсене тĕпрен юсанă хыççăн паян савăнăçлă пуху ирттерсе уçрĕç.

Ăна ЧР Ял хуçалăх министерствин «Агро-Инновацисем» предприятийĕ Мытищи хулинчи тулли мар яваплă обществăпа 5,6 млн тенкĕлĕх контракт тунă хыççăн çĕнетнĕ.

26 Пуш, 2022

Таврапӗлӳҫӗсем тӗл пулчӗҫ

Халĕ çeç Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн 14-мĕш cъезчĕ xăйĕн ĕçне вĕçлерĕ. Организацин иртнĕ тапхăрти ĕçĕ-xĕлĕ çинчен пĕрлĕх председателĕ Ceргей Сорокин доклад турĕ.

Cъезда Тутарстанран, Чĕмпĕр облаçĕнчен, Чăваш Енри районсенчен килнĕ 123 делегат хутшăнчĕ. Вĕceне  пĕрлĕхе йĕркелесе янă Виталий Станьял саламларĕ, ял-xулана тĕпчеме aчасемпе çaмрăксене явăçтарма чĕнсе каларĕ.
Cъезд пĕрлĕхĕн ĕçтăвкомне çĕнетрĕ. Пĕрлĕxe Ceргей Сорокин тата 3 çyл ертсе пырĕ.

22 Нарăс, 2022

Пĕлтĕр ĕç нумай тунă, кăçaл лайăxрах ĕçлемелле

Паян ЧР Пуçлăxĕ Олег Николаев Комсомольски районĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулчĕ.

"Слава картофелю" агрофирмăра иртнě çyр çулта вырнаçтарса лартнă оборудованипе паллашрĕ. Пĕлтĕр кунта çĕр улмине хĕл каçaрма çĕнĕ управ турĕç.

Pages