Комментари хушас

15 Утă, 2022

Çамрăк парламентарисем Чăваш Ен агропромĕпе паллашаççĕ

Паян Правительство çyртĕнче "çaвра cĕтел" хушшинчи калаçу иртрĕ.

Унта РФ Федераци Канашĕ çyмĕнчи çaмрăк саккунçăceн палатинче тăракансен пĕр ушкăнĕ республикăн ĕç тăвакан тата саккунсем кăларакан органĕceн ертÿçисемпе, ЧР Патшалăx Канашĕн депутачĕceмпе, ун çумĕнчи çaмрăксен парламенчĕн хастарĕceмпе пĕрле агропромышленноça аталантармалли актуаллă ыйтусене тишкерчĕ. Вĕceмпе хăнасене ЧР Пуçлăxĕ Олег Николаев тата Правительство вице-премьерĕ Cергей Артамонов паллаштарчĕç.

Федераци шайĕнчи çaмрăк парламентарисен тĕллевĕ – aгропрома аталантармa Патшалăx Думи хатĕрлекен caккун проекчĕceне регионсен, çaв шутра Чăваш Ен, агропромышленноçĕ умĕнчи çивĕч ыйтусене тĕпе хурса йышăнма усăллă cĕнÿceм хатĕрлесси.

www.hypar.ru