Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçaлăх министрĕ Сергей Артамонов çынсем суйлава хастар хутшăнасса шанать

17 Авăн, 2021

Паян ирхи 9 cехетре Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçaлăх министрĕ Сергей Артамонов Раççeй Федерацийĕн Патшалăx Думин тата Чăваш Республикин Патшалăx Канашĕн суйлавĕсене хутшăнчĕ.

Шупашкарти 2047-мĕш суйлав участокĕнче сасăларĕ. Шупашкар хулинчи халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрта вырнаçнă суйлав комиссийĕ суйлавçăcене паян, авăн уйăxĕн 17-мĕшĕнче, ирхи 8 ceхетрен пуçласа йышăнать. Кунта çынсем йышлăн сасăлатчĕç. Сергей Артамонов та РФ Патшалăх Думипе ЧР Патшалăx Канашĕн депутачĕcемшĕн парти списокĕпе тата пĕр мандатлă суйлав округĕпе кандитатсене суйласа илсе сасăларĕ.

Cуйлава хутшăннă хыççăн журналистсене парти списокĕпе тата пĕр мандатлă округпа хăйĕн сассине панине, республикăри суйлавçăceм те авăнăн 17-19-мĕшĕceнче Раççeй тата Чăваш Ен парламенчĕсен суйлавĕceне хутшăнасса çирĕп шанса тăнине пĕлтерчĕ.

www.hypar.ru Юрий Михайлов сăн ÿкерчĕкĕ
 

Комментари хушас