Производство хăватне пысăклатнă
Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев «Чувашхлебопродукт» обществăн филиалĕн — Шупашкар элеваторĕн — технологи линине модернизациленĕ хыççăн хута яма хутшăнчĕ.
Общество ĕçĕ-хĕлĕпе вăл республикăна ертсе пыма пуçласанах паллашнăччĕ, производствăна модернизацилесе продукци калăпăшне ӳстерме ыйтнăччĕ. Унăн хушăвне пурнăçланă-и?
— Хăватсене пысăклатнă хыççăн пирĕн армансем кашни талăкра тулăран 600 тонна таран çăнăх авăртаççĕ, — пĕлтерчĕ обществăн генеральнăй директорĕ Юрий Степанов. — Çапла майпа ĕç тухăçне ӳстертĕмĕр. Çĕнĕ армансем /станоксем/ продукци калăпăшне 20% ӳстерме май параççĕ. Унччен вара тулă çăнăхне кашни талăкра 500 тонна таран çеç авăртнă. Тырра тасатмалли уйрăмри аэрольнотранспортăн «ЗАФ» маркăллă компрессорĕсене хăватлăрах «GM» маркăллисемпе, тыр-пула вĕт чулран, кĕленчепе тимĕр катăкĕнчен, галькăран, шлакран, ытти хытă хутăшран тасатмалли 4 машина вырăнне тухăçлăраххисене — 2, кашни сехетре 15 тонна тырра тасатаканскерсене, магнитлă 2 сепаратор вырнаçтартăмăр.
Çавăн пекех вальцăллă 6 станока производствăран кăларса хăватлăраххисене — 4, рассев — 2, тулăран сортлă çăнăх хатĕрленĕ чухне эндоспермран тырă хуппине уйăрмалли — 4, тырра алласа тасатмалли 2 машина, ăна стерилизацилекен тата авăртса çитерекен 8 энтолейтор, нория — 4, шлюзлă тата циклонлă 4 затвор лартнă. Технологи линийĕнче вырнаçтарнă оборудованин тĕп пайĕ — Турцирен. Проект 53 миллион тенкĕлĕх.
ЧР Пуçлăхĕ цехсенче пулса модернизаци проектне епле пурнăçланипе паллашрĕ. Производствăн пульт управленийĕнче хĕрлĕ тӳме çине пусса çăнăх авăртмалли линие реконструкци хыççăн ĕçе кĕртрĕ.
— Эпир «Чувашхлебопродукт» аталану программине çулталăк ытла каялла çирĕплетнĕччĕ, — терĕ Олег Николаев. — Общество пурлăхне республика харпăрлăхĕнчех хăварса продукци, çав шутра çăкăр пĕçермелли çăнăхпа кĕрпе ытларах туса кăларма, тавар пахалăхне ӳстерме, ăна çынсен кăмăлне тĕпе хурса фасовкăлама тĕллевсем лартнăччĕ. Паян предприяти ĕç-хĕлĕпе паллашнă хыççăн вĕсем пурнăçланнине куртăмăр. Нумаях пулмасть вырнаçтарнă армансем производство калăпăшне 20% ӳстернĕ, элеватор территорийĕнче пĕчĕк пекарня ĕçлеме тытăннă, Канаш элеваторĕн технологи линине модернизацилеççĕ. Унта тасатнă тырă экспорта яма та юрăхлă. Шупашкар элеваторĕн хăш-пĕр линийĕн ĕç тухăçне тата 20% ӳстерме мехел пур. Общество ертӳçисемпе пĕрле ку тĕллеве малашне пурнăçлăпăр.
ЧР Пуçлăхĕ журналистсен ыйтăвĕсене хуравласа республикăри потребительсем туянакан çăкăр хакне ӳстерме парас мар тесе Правительство тунă йышăнусене аса илтерчĕ. Çав тĕллевпе Чăваш Енри çăнăх авăртакан тата çăкăр пĕçерекен предприятисене республика бюджетĕнчен субсиди уйăраççĕ. Сăмахран, «Чувашхлебопродукт» кăна ăна кăçалхи вунă уйăхра 60 яхăн млн тенкĕ илнĕ, çăнăх авăртакан ытти предприятие те куçарнă. Правительство вĕсене субсидиленине тĕпе хурса çăнăха йӳнĕрех хакпа сутма ыйтать. Çак килĕшĕве пурте тытса пырсан çăкăр хакĕ çулталăк тăршшĕпех пĕр шайра тăмалла тата ӳсмелле мар. Ăна пурнăçласси «Чувашхлебопродуктран» та нумай килет.
— Хаксем выляма пуçласан та вăл çăкăр хакне пĕр шайра тытса тăтăр тесе эпир республика бюджетĕнчен субсиди уйăрса предприятие пулăшма хатĕр, — терĕ ЧР Пуçлăхĕ.
Элеватортан Шупашкарти трактор историйĕн наукăпа техника музейне çитрĕ, вăл 10 çул тултарнă май ирттернĕ савăнăçлă пухăва хутшăнчĕ.
www.hypar.ru Юрий МИХАЙЛОВ сăн ӳкерчĕкĕсем
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2021/10/img-7cd64e23d916f7b4a4249b19087c0ee3-v.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2021/10/img-80b2d8d8a1a5cf75ab6b0d9e2a5dce2d-v.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2021/10/img-44124a824c6736448256cf7771e84b1f-v.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2021/10/img-ada203da778e2a3261481efeafc0b8b4-v.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2021/10/img-e757ace1d0b62e51181fc66b5f6d23f5-v.jpg)
Комментари хушас