Вячеслав ГРИГОРЬЕВ

15 Ака, 2014

Сывă çын чунпа çирĕп

Етĕрне районĕнче урă пурнăç йĕркине çирĕплетес ыйтупа ял тăрăхĕсен ертÿçисен, сиплев тата суту-илÿ тытăмĕнче ĕçлекенсен канашлăвĕ иртнĕ. Эрех-сăра сутмалли йĕркене пăхăнман лавккасем пирки çирĕпрех мерăсем йышăнма тивет. Вĕсене хупасси çинчен сăмах пымасть кунта, пурте саккуна пăхăнса пурăнччăр. Халăхра ăнлантару ĕçне вăйлатассипе вырăнти пуçлăхсем хăйсем тĕслĕх кăтарма тивĕç, палăртрĕ район ертÿçи Владимир Кузьмин. Район ĕçĕ-хĕлĕ çинчен «Хыпар» тата «Хресчен Сасси» хаçатсен çĕнĕ номерĕсенче вуласа пĕлĕр.

10 Ака, 2014

Етĕрнери спирт завочĕн шăпи тинех уçăмланать

Етĕрнери спирт завочĕн шăпи тинех уçăмланать пулас. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин «Хресчен Сасси» корреспондентне пĕлтернĕ тăрăх - предприятии ĕçлесе каяс шанчăк çуралнă. Цехсенчи оборудование «Росспиртпром» акционер обществи çине куçарас ĕç вĕçленсен продукци кăларма пуçлĕç.

2 Ака, 2014

Георгий Егоров: «Хула çывăх – витĕмĕ пысăк»

Кÿкеç витĕр иртсе Канаша çитетĕн-и е Сăр кĕперĕ урлă каçса Етĕрнене сывлăх сунатăн-и – пур тăрăхра та чĕрĕлĕх палли. Районсен ĕçĕ-хĕлне туллинрех кăтартас тĕллевпе çĕнĕ рубрика уçас терĕмĕр. "Район ертÿçин пĕр кунĕ" ярăм чăваш хресченĕн паянхи пурнăçне, шухăш-ĕмĕтне анлăрах сăнлама май парĕ.

27 Пуш, 2014

Ăçталла çул тытатăн, тăванăм?

Инçе çула тухсан тăван кĕтес аса килет, çĕнĕ вырăна хăнăхиччен чĕрене тунсăх пусатех. Ют çĕре вăхăтлăха ĕçе кайнă-и е унта тĕпленнĕ-и - хăв çуран чупнă çаран, тинĕс евĕр хумханакан ыраш уйĕ, шăнкăрти юхан шыв ялан куç умĕнче. Сана савса утьăкка сиктернĕ аçу-аннÿрен, тăван-пĕтенрен çывăххи тата мĕн пур-ши çут тĕнчере?

Pages