Вячеслав ГРИГОРЬЕВ

24 Авăн, 2014

Хаклашса тăма вăхăт çук

...Халăх сĕт пуçтаракансем миçере килессе пĕлет те – пĕчĕк бидонсем йăтса ял пуçне тухнă. Кунта юлашки хыпарсене илтетĕн, сĕт хакĕн ылмашăнăвне сÿтсе явма хутшăнатăн. "Леш касра вун тăваттăпа пуçтарнă, пирĕн мĕншĕн пĕр тенкĕ катăкрах?"– вĕчĕрхенет пĕр кинемей.

17 Авăн, 2014

Паянхи кунпа кăна пурăнас марччĕ

"Черетре 20 çул тăтăмăр..."

Чăваш Ен Пуçлăхĕн аллинчен хваттер уççи илни – пысăк чыс. Черетре 15-20 çул тăнă çыншăн ĕмĕр асра юлмалли самант. Канашри чукун çул узелĕнче тепловоз машинисчĕ пулса ĕçлекен Николай Яковлев савăнăçне пытармарĕ:

17 Авăн, 2014

Ĕнерен – сакăр пин литр

Валентинăпа Николай Спиридоновсем хулара чылай çул пурăнса ывăлпа хĕр пăхса ÿстернĕ. Халь чун тĕпренчĕкĕсем хăйсем çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче ĕçленĕ Валя çапла каласа парать:

10 Авăн, 2014

Кемĕр чăвашĕсем патĕнче

Чăваш хăй ĕмĕрĕнче ăçта кăна çитсе тĕпленмен пулĕ. Пĕрисем пусмăрçăсенчен юта тарнă, теприсене выçлăх хăваланă. Çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Кемĕр облаçне куçнă йăхсем паян та чăваш йăли-йĕркине ахах-мерчен пек упраççĕ, ăна пуянлатса пыраççĕ.

3 Авăн, 2014

«Эпир халăха çывăх»

Хуларан килнĕ çын ялти лавккана кĕрсе тухатех. Кунта хăтлă, çутă та таса. Тăван-пĕлĕшпе курса калаçатăн, юлашки хыпарсене пĕлетĕн. Вырăнти ял хуçалăх предприятийĕсем аркану-сапалану тапхăрĕ витĕр тухса самай халсăрланчĕç, потребкоопераци тытăмĕ вара хăйне çирĕп туять.

Pages