Кемĕр чăвашĕсем патĕнче

10 Авăн, 2014

Чăваш хăй ĕмĕрĕнче ăçта кăна çитсе тĕпленмен пулĕ. Пĕрисем пусмăрçăсенчен юта тарнă, теприсене выçлăх хăваланă. Çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Кемĕр облаçне куçнă йăхсем паян та чăваш йăли-йĕркине ахах-мерчен пек упраççĕ, ăна пуянлатса пыраççĕ. Çакăн çинчен пире Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир ВАНЕРКЕ каласа пачĕ:

– Инçе çул-çÿрев пирки тахçанах ĕмĕтленнĕ эпир. Тăвайра Республика кунĕ иртнĕ хыççăн çак шухăш татах вăйланчĕ. Ытти пултарулăх ушкăнĕсемпе пĕрле Кемĕртен килнĕ "Хĕлхем" ансамбле тарават йышăнтăмăр. Фольклор ушкăнĕсем уяв вĕçленсенех килĕсене пуçтарăнчĕç, кемĕрсем темиçе кунлăха килни çинчен пĕлтерчĕç.

Пĕр эрне пурăнчĕç, çитмен ял хăвармарĕç. "Пирĕн йăхсем çак тăрăхран тухнă, чун килениччен юрламасăр-ташламасăр каймастпăр", – теççĕ. Тăрмăшра, Лачкассинче, Пуянкассинче вĕсен тăванĕсем пурăнаççĕ-çке. Кирек епле яла илсен те йăхташсене тупатăнах. Эпĕ, акă, фольклор ушкăнĕнчи пĕр çынпа калаçса кайрăм та вăл пире тăван тивет иккен.

– Хăвăр мĕншĕн пырса çÿреместĕр? – тени чун-чĕрене хускатрĕ.

Вара кашни çул йĕркелекен чăваш культурин фестивальне пырса курма чĕнчĕç. Пурĕ саккăрăн çула тухрăмăр. Ушкăнра ман мăшăр, аппа тата хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсемсĕр епле-ха! Калăпăр Вера Васильева сасси пурне те тыткăнлать, хăй те юрăсем кĕвĕлет. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Александрова – Тăвайри культура çурчĕн ертÿçи. Владислав Степанов баянист пек ăста калаканни таврара çук. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Масленников – нумай уяв пуçаруçи. Çак йышпа кирек епле концертра та намăс курмăн.

Çав тери ăшшăн йышăнчĕç пире. Кунта чăваш, мари, мăкшă, вырăс, украинсен ялĕсем ларса тухнă. Кашни ял хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтересшĕн. Тĕрлĕ курава йыхравлаççĕ, наци апатне тутанса пăхмасăр ямаççĕ. Вăт мĕнле ăш пиллĕ халăх. Пур çĕре çитсен те татулăх сисĕнет.

Пире Прокопьевск районне кĕрекен Михайловкăра кĕтеççĕ-ха. Чăваш ялĕ. Пысăк ял. Шкулĕ чаплă. Лидия Алексеевна директор кашни кабинета кăтартса çÿрерĕ, хăтлă столовăйне те кĕрсе куртăмăр. Юсав ĕçĕсем тума район хыснинчен 35 млн тенкĕ уйăрнă-мĕн. Пÿлĕмсене пăхса ытараймăн. Чăн-чăн кермен.

Кунта пĕлÿ илекен ачасенчен хăшĕ-пĕри чăвашла ăнланать, çапах калаçмасть. Эпир хамăрпа пĕрле чăваш кĕнеки-журналне илсе кайнăччĕ. Питĕ хĕпĕртерĕç. Кунсăр пуçне тăван юрă-кĕвĕ çырнă дисксене килĕштереççĕ. Пысăк курупкана уçса валеçетпĕр хайхи. Пĕри ыйтать:

– Мĕн хак вара сирĕн?

– Тÿлевсĕр, – лăплантаратпăр ăна.

Чăваш ушкăнĕ килни пирки хыпар çиçĕмле хăвăрт сарăлнă та, парне пурне те тивĕçмерĕ. Тăван пуплевшĕн, чăваш кĕнекишĕн, чуна çывăх юрă-кĕвĕшĕн тунсăхласа çитнĕ халăх тăрать пирĕн умра. Çавна май чукун çул вокзалĕ патĕнчи пĕр самант асран тухмасть. Пире ăсатма халăх йышлă тухнăччĕ. Вакуна вырнаçиччен юрă тăсса ятăмăр та, хăшĕ-пĕрин куçĕ шывланчĕ.

Аякри чăвашсем пур енĕпе те маттур тесе каласшăн. "Хĕлхем" ушкăн ертÿçи Вера Михайловна Спиридонова пек хастарсем – наци хĕлхемне чĕртекенсем. Ан тив, пурнăç нихăшĕн те çăмăл килмен пулсан та вĕсем чун хавалне çухатман. Вера Михайловна халăх культурине упрассипе пархатарлă ĕç тăвать. Ăна Чăваш наци конгресĕ Хисеп хучĕ пама йышăннине ырлатпăр.

Кемĕр облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕн ĕçне йĕркелесе пыраканни – Василий Филиппович Антонов. Çÿлерех асăннă фестивальсем ирттерессипе пуян опыт пухнă.

Пирĕн мăн асатте Ефим Афанасьевич Афанасьев выçлăх çулĕсенче çемйипе Кемĕре çитни, хăйĕн килĕнче пĕрремĕш шкул уçни çинчен илтме кăмăллă пулчĕ. Мухтанать тесе ан шутлăр, чăваша сыхласа хăварассишĕн чунне пама хатĕр çынсемпе мăнаçланасчĕ пирĕн.

Çав тăрăхри ялсенче пулса курнă май хăш-пĕр шухăша каласах килет. Сăмахран, тасалăх культури пирки. Урамсенче – асфальт сарнă яка çул. Пĕр пирус тĕпĕ йăваланса выртмасть. Килсем умĕнчи чечек клумбисем куçа йăмăхтараççĕ. Картишĕсем тирпейлĕ, симĕс курăк кавирĕ тăрăх утатăн. Çывăхри çĕр кăмрăкĕ кăларакан вырăнсене те кайса куртăмăр, унта груз турттаракан, виçĕ хутлă пÿрт çÿллĕш машинăсенчен тĕлĕнтĕмĕр. Сăмах май, ялти çынсем çуртсене кăмрăкпа хутса ăшăтаççĕ.

Çак çынсем çут тĕнчене пурăнмах килнĕ...

Вячеслав Григорьев çырса илнĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.