«Эпир халăха çывăх»

3 Авăн, 2014

Хуларан килнĕ çын ялти лавккана кĕрсе тухатех. Кунта хăтлă, çутă та таса. Тăван-пĕлĕшпе курса калаçатăн, юлашки хыпарсене пĕлетĕн. Вырăнти ял хуçалăх предприятийĕсем аркану-сапалану тапхăрĕ витĕр тухса самай халсăрланчĕç, потребкоопераци тытăмĕ вара хăйне çирĕп туять. Вăрттăнлăх çук кунта: кооператорсем мĕн ĕлĕкренех халăхпа çывăх пулнă, ун ырлăхĕшĕн ĕçленĕ. Акă Тăвай райповĕ кĕçех 80 çулхи юбилейне паллă тăвĕ.

Туслă йыш уяв кĕреки пухасси çинчен мар, ял çыннисене кулленхи таварпа тивĕçтересси çинчен шухăшлать. Çăкăр заводне çитрĕмĕр те кунта ĕç кал-кал пыни тÿрех курăнчĕ. Производство заведующийĕ Алена Алексеева машинăсене çула ăсатнă хыççăн пирĕнпе калаçма вăхăт тупрĕ. Çав тери кăмăллă та чипер чăваш пики.

- Талăкра 1,5-2 тонна çăкăр пĕçерсе ăна ирсерен кашни лавккана çитерме тăрăшатпăр, - тет Алена Владимировна. - Çăкăртан аслă ан пул тенĕ сĕм авалтан. Тыр-пул ÿстерекенсемпе ферма ĕçченĕсен сĕтелĕ çинче яланах кăпăшка çăкăр пултăр тетпĕр-çке. Шкулсемпе ача сачĕсен столовăйĕсене те ăсатмалла. Район центрне çăкăр-батон изделийĕ таçтан та килсе тăрать, тупăшу ÿсет. Апла пулин те ял ыйтăвне, шкулсемпе ача сачĕсене тивĕçтерекенни - эпир. Пирех шанаççĕ, пирех кĕтеççĕ. Айтăр-ха Тăвай çăкăрне тутанса пăхăр.

Питĕ ăш пиллĕ, тарават кунти çынсем. Ĕçре те яланах тирпейлĕ, хастар. Сакăр вунă тĕрлĕ çимĕç пĕçерсе хатĕрлеççĕ. Светлана Иванова, Ирина Кудряшова, Альбина Алексеева - производствăра малта пыракансем.

- Райпо аталанăвĕнче йывăр самантсем пулнă, панкрута тухасси патнех çитнĕччĕ, - тет Тăвай райпо канашĕн председателĕ Вячеслав Федоров. - Чăвашпотребсоюз ертÿçисем пулăшнипе, коллектив пĕр чăмăра пĕрлешнипе ура çине тăтăмăр. Малтанласа ĕç укçи пĕчĕкчĕ, çынсене çапла калаттăмăр: «Кăштах тÿсме тивет, вăй илсен ĕç-пуç лайăхланĕ». Ăнланчĕç пире, кашниех хушнине яваплăха туйса пурнăçларĕ. Халĕ шалăва майĕпен ÿстеретпĕр. Пĕтĕмпех хамăрăн ĕç кăтартăвĕсенчен килет вĕт.

Вячеслав Николаевич - Вăтаелĕнчен. Коопераци техникумĕ хыççăн институт пĕтернĕ. Ĕç биографине 1978 çулта ревизортан пуçланă. /Сăмах май, кунта ашшĕ - Николай Никитич Федоров чылай çул хатĕрлев кантурĕнче ĕçлени те витĕм кÿнех пуль/. Унтан - аслă ревизор, ревизи пайĕн пуçлăхĕ, çăкăр завочĕн директорĕ. 2005 çултанпа райпо коллективне /275 çын/ ертсе пырать. Чăваш Республикин халăх ыйтăвне тивĕçтерес ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ.

- Атте ĕçленĕ çулсене аса илетĕп, - тет малалла Вячеслав Николаевич. - Ялпо хатĕрлевçисем мĕн кăна пуçтармастчĕç халăхран: тир-сăран, чăпта çапнă хатĕрсем, выльăх çăмĕ, кивĕ хут. Халăхпа ĕçлес пултарулăх аттеренех куçнă ĕнтĕ. Унччен вăл ĕне, сурăх, чăх-чĕп фермисен ĕçне йĕркелесе пынă. Ялпо хатĕрлевçисене ял-йыш хисепленĕ. Тĕрĕссипе, паян та çав ĕçех тăватпăр. Халăхран сĕт-çу, пахча çимĕç пухассипе вырăнти сутуçăсем ĕçлеççĕ. Килти хушма хуçалăхра туса илнĕ продукцие хĕлĕпех упрамалли ятарлă вырăн пур: пахча çимĕç пăсăлмасть, çĕрмест. Общество апатланăвĕн тытăмĕ апат-çимĕçрен татăк тăмасть. Хамăрăн апат пахарах.

Ялта çĕнĕ лавкка туса лартни - ырă пулăм. Иртнĕ çул Нăрваш Кушкинче пĕчĕк уяв ирттерчĕç. Суту-илÿ ĕçне чунтан парăннă Светлана Семеновна Никонорова заведующи пуринпе те тарават. Тавар çаврăнăш планне уйăхсерен тултараççĕ. Кăçал Тăвайĕнче ача-пăча таварĕсен лавкки уçма хатĕрленеççĕ, унта кафе, аптека вырнаçĕ. Ялти пур лавккасене те газпа хутса ăшăтаççĕ, санитарипе гигиена условийĕсем палăрмаллах лайăхланнă.

Тепĕр çĕнĕлĕх - автоматизаци хатĕрĕсем. Район центрĕнчи виçĕ, Чутейри тата Тĕмерти лавккасенче таваршăн тÿлесе татăлмалли вăхăта кĕскетнĕ. Электроника ĕç хăвăртлăхне ÿстерет.

Пĕтĕм тĕнчери кооператорсен кунĕ умĕн «Тăвай çăкăрĕ» юлташлăхăн директор çумне Татьяна Обаськинăна республикăн халăх ыйтăвне тивĕçтерес ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕн ятне панине ырласа йышăнчĕç. Тав сăмахне тивĕçнисен шутĕнче - ĕç сыхлавĕн инженерĕ Людмила Александровна Макарова, шутлав техникин администраторĕ Александр Владимирович Баринов, Тăвайĕнчи кафе поварĕ Раиса Витальевна Кузьмина, Лачкассинчи лавкка заведующийĕ Альбина Николаевна Петрова, Кивĕ Пуянкасси лавккин ĕçне йĕркелесе пыракан Елена Николаевна Алексеева тата ыттисем. Альбина Николаевна нумай пулмасть 55 çулхи юбилейне паллă тунă. Пурте тенĕ пекех суту-илÿре нумай çул ĕçлесе пуян опыт пухнăскерсем. Калăпăр, Людмила Александровнăн ĕç стажĕ - 40 çул.

Тăвай кооперативĕ çуллен 20-30 çамрăка практикăна илсе ĕçе хăнăхтарать.

- Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть, çамрăксемпе пĕрле хамăр та ÿсетпĕр, аталанатпăр, - терĕ Вячеслав Николаевич.

Вячеслав ГРИГОРЬЕВ.

Сергей ЖУРАВЛЕВ

сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: