Паянхи кунпа кăна пурăнас марччĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕн аллинчен хваттер уççи илни – пысăк чыс. Черетре 15-20 çул тăнă çыншăн ĕмĕр асра юлмалли самант. Канашри чукун çул узелĕнче тепловоз машинисчĕ пулса ĕçлекен Николай Яковлев савăнăçне пытармарĕ:
– Канаша ĕçлĕ çул-çÿреве килнĕ Михаил Игнатьев алă тытса саламларĕ. Пирĕн хулара хăйĕн пурнăçне чукун çулпа çыхăнтарнă 3 пин ытла çын пурăнать. Çуркунне 12 хваттерлĕ çурт тума пуçласан иккĕленÿ пурччĕ. Турра шĕкĕр, 20 çул кĕтни сая каймарĕ. Халь манран телейлĕ çын тĕнчере те çук.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Чул хула чукун çулĕн ертÿçи Анатолий Лесун пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесси çинчен калакан Килĕшĕве алă пусрĕç.
Анатолий Лесун каланă тăрăх – чукун çул 15 регионпа туслă çыхăну йĕркеленĕ. Чăвашсемпе ĕçлеме уйрăмах кăмăллине палăртрĕ вăл. Иртнĕ çул чукун çул пирĕн республика экономикине 750 млн тенкĕлĕх инвестици хывнă. Çĕнĕ локомотив деповĕ тума 400 млн уйăраççĕ.
Икĕ енĕшĕн те усăллă çыхăнусене Михаил Игнатьев çапла хакларĕ:
– Анатолий Федоровичпа эпĕ унччен те ĕçлĕ тĕл пулусем ирттернĕ. Ĕçе йĕркелеме пĕлекен маттур ертÿçĕ. Пирĕн предприятисем вĕсен заказĕпе 1.150 млн тенкĕлĕх продукции туса кăларчĕç. Хăвăрт çÿрекен пуйăссен Мускав – Хусан çулне тума тытăнсан заказсен портфелĕ 3 млрд тенкĕрен иртмелле. Малашлăхлă проектсене пурнăçа кĕртме Анăç санкцийĕсем чăрмантармĕç тесе шутлатăп. Хăраса тăмалла мар, утăм хыççăн утăм туса малаллах ăнтăлмалла. Экономикăри лару-тăру çăмăлах мар пулин те пĕр социаллă программăна та пăрахăçламан эпир. Акă кивĕ çурт-йĕртен 65 хваттерлĕ хăтлă çурта куçакан çемьесене ырлăх-сывлăх сунасшăн. Вĕсен йышĕнче 3 тата 5 ачаллисене те курăпăр малашне.
"Пире никам та килсе туса памĕ"
Йĕпреçри тĕл пулусенче Михаил Игнатьев çак шухăша палăртса каларĕ: "Ял хуçалăхне вăйлă аталантармалли меллĕ самант. Пире никам та килсе туса памĕ. Йăлтах хамăрăн çаврăнăçулăхпа хастарлăхран килет. Юлса пыракансене, сăмахран Калинин ячĕллĕ хуçалăх анса ларнă, çĕклеме пултаракан çамрăксене пулăшмалла".
Район пурнăçĕпе паллашасси поселок пасарĕнчен пуçланчĕ. Республика пуçлăхĕ килессе пĕлнĕ халăх йышлă пухăннă. Кашнийĕнех чун ыратăвне пĕлтерес килет-тĕр. Тата хăçан курса калаçăн-ха. Паллах, кăмăла ирĕке янă çынсем кулленхи ыйтусене çĕклеççĕ:
– Пирĕн ял тăрăхĕн пуçлăхĕшĕн ик айкки те тăвайкки. Нимĕн те тумасть, шалу çеç илсе пурăнать...
Игнатьев: Ĕç-пуç чăннипех япăхса кайнă пулсан влаç ят-сумне ярать вăл. Халăх суйланă, ман ăна ĕçрен кăларма право çук. Черетлĕ суйлавра камшăн сасăламаллине пĕлетĕр. Сăмах май, ĕçе юхăнтарнă 80 кăлава вырăна пушатрĕ çак çулсенче. Пултарайманнисенчен хăтăлмалла.
– Кранран таса мар шыв юхнине, вăл çÿлти хутри хваттерсене хăпарайманнине хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Çăвĕпех çапла нушалантăмăр. Влаç пур-и пирĕн?
Игнатьев: Ку шыв пусăмĕ пĕчĕккипе çыхăннă. "Водоканал" çыннисемпе уйрăммăн калаçăпăр. Капла ĕçлеме юрамасть. Тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаççĕ пулсан урăх ĕç шыраччăр.
– Канаш районĕнчен çÿп-çапа мĕншĕн пирĕн тăрăха килсе тăкнине ăнланмастпăр. Тепĕр самант – ĕлĕкрех кил умне, урама вараланăшăн штрафлатчĕç. Халь кам мĕн пăрахас тет – çавна перет.
Игнатьев: Тĕрĕс асăрхаттару.Тасалăх культури çитсех каймасть. Урамсене тирпейлессине вырăнти кăлавасем йĕркелеме тивĕç. Канмалли кунсенче яла кайсан эпир çемьепе кил таврашне яланах пуçтаратпăр, çÿп-çап урама вăркăнмасть. Урам тасалăхĕ кашни çын тирпейлĕхĕнчен килет.
Канашран çÿп-çап турттарни çинчен каларăр. Унта каяшсене тирпейлекен ятарлă полигон тумасăр ку ыйту татăлмĕ. Канаш РФ монохуласен программине кĕнине пĕлетĕр, çÿп-çап вырăнĕ валли укçа тупатпăрах.
– Кунта ĕç çуккипе Мускава çÿретпĕр. "Çамрăк çемье" программăна кĕме май çук-ши?
Игнатьев: Каçарăр та, республикипе рабочи профессийĕсен 18 пин вакансийĕ. Паллах, Мускава е Питĕре каясси – сирĕн ирĕк. Аван тÿлеççĕ пуль-ха. Эсир мĕнле ĕçлесе пурăннине лайăх пĕлетĕп. Унти хваттерсем пире валли мар, пуяннисемшĕн – тархасшăн. Вырăнта ĕç тупассишĕн тăрăшмалла. Сирĕн мăшăр бюджет организацийĕнче шутланать пулсан ипотека майĕсемпе усă курма май пур. Ăнланатăп, тÿлесе татма йывăр, çапах хăвăрăн кĕтес пулать.
– Çулла "Асамат" садике юсава хупса хучĕç, ыттисем те ĕçлемерĕç. Унтанпа тăватă уйăх иртрĕ. Ачана ăçта хăвармалла ман?
Игнатьев: Ача садĕнчи вак-тĕвек ĕçсене вĕçлеме тата миçе уйăх кирлĕ? Пĕр уйăхран ытла хупă тăмалла мар вăл. Строительсене пуçран шăлса пурăнсан вĕсем ĕнсе çине хăпарса ларĕç.
Поселокри 1-мĕш шкула кĕрсен кунта бухгалтер ларни Михаил Игнатьева тĕлĕнтерчĕ. Пур районти вĕрентÿ пайĕсем централизациленĕ бухгалтери тытăмне йĕркеленĕ, Йĕпреçсем 18 бухгалтерпа экономиста штатра тытаççĕ!
Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ çинчен район ертÿçи Николай Чугаров тунă доклада пур енлĕн сÿтсе яврĕç. Пĕтĕмĕшле илсен ырă туртăмсем пур. ЧР экономика министрĕ Владимир Аврелькин каланă тăрăх – 8 уйăхра бюджет тупăшне 7,2 процент ÿстернĕ, республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах ку. Çĕр лаптăкĕсене патшалăх регистрацийĕ тăвассипе ăнăçлă ĕçлеççĕ.Тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăхсенче продукции туса илесси 101, 8 процентпа танлашнă.
Канашлури калаçăва Михаил Игнатьев пĕтĕмлетрĕ:
– Ял хуçалăх продукцийĕ лайăх сутăннă саманара питĕ мăран ĕçленин тĕп сăлтавĕ – тупăш кÿме пултаракан проектсем çукки. Çĕнĕ шухăшлав, хавхалану сисĕнсех каймасть. Малашлăха пăхмалла, паянхи кунпа кăна пурăнас марччĕ.
Вячеслав ГРИГОРЬЕВ.