В.СМИРНОВА

7 Çĕртме, 2016

Иммунизаци - шанчăклă хÿтĕлев

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн Европăри регион бюровĕ пуçарнипе 2007 çултанпа çĕршывра çулленех иммунизаци эрни йĕркелеççĕ. Унăн тĕллевĕ — халăха инфекци чирĕсен вакцина профилактики çинчен анлăн пĕлтересси, хăйсен тата ачисен сывлăхĕ тĕлĕшпе яваплăх туйăмне ÿстересси. Иммунизацин пĕлтерĕшĕ тата усси çинчен паянхи кăларăмра Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕн эпидемиологи надзорĕпе тивĕçтерекен пай заведующийĕ Иван Зайцев паллаштарать.

— Иван Ильич, иммунизацин усси пысăк-и?

17 Çу, 2016

Хăнасем паха опытпа паллашнă

РФ Пенси фончĕн ĕç-хĕле оптимизацилес енĕпе пухнă опычĕпе паллашма Шупашкара Хакас Республикинчи тата Самар облаçĕнчи ĕçтешĕсем Чăваш Ене икĕ кунлăха килнĕ. Хăнасем Пенси тÿлекен тата информацие тишкерекен центра, Пенси фончĕн Çĕрпÿ районĕнчи управленине, унăн Красноармейски районĕнчи пайне çитсе курнă.

22 Пуш, 2016

Медиксене тав тăвар-и?

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртнă çулта ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви пуçарнипе республикăра «Ме-дицина — манăн чун туртăмĕ» информаци кампанийĕ вăй илет. Сăмах май, пирĕн хутлăхри сыв-лăх сыхлавĕн тытăмĕнче паян 29 пин ытла çын вăй хурать, çав шутра — 5194 тухтăр тата вăтам сыпăкри 12485 специалист.
5 Нарăс, 2016

Патшалăх службинче пултаруллă кадрсем кирлĕ

РФ Президенчĕ çумĕнчи «Раççей халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин академийĕн» Шупашкарти филиалĕ влаçăн республика тата муниципалитет органĕсенче ĕçлемешкĕн патшалăх служащийĕсем хатĕрлекен аслă вĕренÿ учрежденийĕ шутланать. Кунта пĕлÿ илнисем тĕрлĕ отрасльте вăй хураççĕ, ăста та пултаруллă специалистсем пулнипе палăрса тăраççĕ. Лайăххин чикки çук паллах.

27 Чÿк, 2015

«Раççей ялĕн портречĕ - 2016»

Пĕтĕм Раççей ял хуçалăх çыравĕн пресс-центрĕ çак ятпа конкурс пуçланни çинчен пĕлтернĕ. Унта регионти пичет кăларăмĕсем, информаци агентствисем, интернет-МИХсем тата МИХ шутланман интернет-ресурссем хутшăнма пултараççĕ.

Pages