Медиксене тав тăвар-и?

22 Пуш, 2016
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртнă çулта ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви пуçарнипе республикăра «Ме-дицина — манăн чун туртăмĕ» информаци кампанийĕ вăй илет. Сăмах май, пирĕн хутлăхри сыв-лăх сыхлавĕн тытăмĕнче паян 29 пин ытла çын вăй хурать, çав шутра — 5194 тухтăр тата вăтам сыпăкри 12485 специалист.

Çĕнĕ проект медицинăра тата сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансен уйрăмах паллă çитĕнĕвĕсене тата тава тивĕçлĕ ĕçĕсене палăртма тата вĕсем çинчен халăха пĕлтерме май парĕ. Тĕллевĕ — вĕсем пирки тимлĕрех пулмаллине аса илтересси, професси ят-сумне çĕклесси.

Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Президентăн перинаталь центрĕнче асăннă проекта презентацилерĕç. «Медицина пĕлĕвĕ илнĕ специалист шурă халат тăхăнни, вăл Гиппократ сăмахĕпе тупа туни ахальтен мар: медицинăна парăннă çын кăна çапла тăваять: пациент пурнăçне çăлса хăварассишĕн чун-чĕрине, пĕлĕвне пама хатĕр вăл, — палăртрĕ Алла Самойлова мероприятие уçнă май. — Проекта перинаталь центрĕнче вăй илтерни те сăлтавсăр мар: кунта пурнăç çуралать, çут тĕнчене килнĕ "çĕнĕ кайăк" çемьене телей кÿрет. Пытармалли çук: тепĕр чухне ача вăхăтсăр çуралать. Кун пек чухне унăн кун-çулĕ пирĕн тухтăрсенчен килет. Врачсен, акушер-гинекологсен, неонатологсен ырă ĕçĕсене çĕршыв шайĕнче тивĕçлипе хаклаççĕ. Пĕчĕк ачасем вилессипе çыхăннă кăтартусем çĕршывра чи лайăххисем пирĕн. Çакă — хăйсен вăхăтне хĕрхенмесĕр пурнăçа çăлса хăварассишĕн кĕрешекенсен кулленхи ĕçĕн çимĕçĕ».

Асăннă проектăн тĕп мероприятийĕ «Тавах, тухтăр! Тавах, медсестра!» акци шутланать, унта хутшăнакан кашни пациент хăйне ура çине тăратнă тухтăра ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин е медицина организацийĕсен сайчĕсем урлă тав тума пултарать. Вĕсен чĕререн тухакан сăмахĕсене сайтра вырнаçтараççĕ, массăллă информаци хатĕрĕсенче пичетлеççĕ. Пациентсен тавне чи нумай тивĕçнĕ врачсемпе медсестрасене, санитаркăсене обществăн «Медицина — манăн чун туртăмĕ» чыславĕпе сумлаççĕ.

«Тухтăрсен, медицина сестрисен, фельдшерсен, санитаркăсен, халăх сывлăхне инçетри ялсенче сыхлакансен, пирĕн ФАПсен, республика тата федераци шайĕнчи пысăк технологиллĕ центрсен ырă ĕçĕсем çинчен каласа парăпăр. Халĕ прессăра сиплевçĕсене хурлакан та сахал мар. Проект пулăшнипе, журналистсем çутатнипе тĕрĕсмарлăха сирме май килĕ. Сывлăх сыхлавĕнче куçа тÿрех курăнман пархатарлăх вара чăннипех нумай», — çапла шухăшлать министр.

В.СМИРНОВА.

 

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.