«Раççей ялĕн портречĕ - 2016»

27 Чÿк, 2015

Пĕтĕм Раççей ял хуçалăх çыравĕн пресс-центрĕ çак ятпа конкурс пуçланни çинчен пĕлтернĕ. Унта регионти пичет кăларăмĕсем, информаци агентствисем, интернет-МИХсем тата МИХ шутланман интернет-ресурссем хутшăнма пултараççĕ.

Конкурс тĕллевĕ - массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене çывхарса килекен ял хуçалăх çыравне хатĕрленмешкĕн хутшăнтарасси. Унта тăратакан ĕçсен тематики çĕршывĕпе ирттерекен мероприяти сăлтавĕпе тата кирлĕлĕхĕпе, статистика тĕрĕслевĕсене тăтăшах йĕркелени çĕр ĕçченĕшĕн тата ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансемшĕн социаллă тата экономика тĕлĕшĕнчен пĕлтерĕшлĕ пулнипе, патшалăх ял хуçалăх енĕпе тытса пыракан политикăна туса хатĕрлемешкĕн çырав витĕм кÿнипе çыхăннă ыйтусенчен тăмалла. Конкурсăн приз фончĕ 4,3 млн тенкĕпе танлашать.

Материалсене малтан пичете, информаци агентствисен тата МИХсен интернет-сайчĕсенче е Интернетра 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 1 - 2016 çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕсенче кăлармалла тата вырнаçтармалла. Конкурс федерацин 9 округĕнче уйрăмшаррăн иртет. Вырăсла хатĕрленĕ материалсене кăна пăхса тухаççĕ.

Çĕнтерÿçĕсене палăртмалли критери - ял хуçалăх çыравне халалланă материалсен пахалăхĕ, вĕсен хисепĕ /пичет кăларăмĕсемшĕн - 5, МИХ-интернетсемшĕн, информаци агентствисемшĕн тата Интернетшăн – 10 кăларăмран кая мар/.

Материалсене электронлă почтăпа - konkurs-smi@vshp2016.ru - ярса памалла. Конкурс пирки тĕплĕнрех www.vshp2016.ru сайтра вуласа пĕлме пулать.

В.СМИРНОВА.

Рубрика: 
Автор: