Виктор ДАНИЛОВ

21 Чÿк, 2014

Яланах халăх хушшинче

Чатукасси ялĕнче пурăнакан В.Егоров - «Васкавлă пулăшу» уйрăмĕн фельдшерĕ, ял старости, пушар тата ирĕклĕ халăх дружинисен членĕ. Кунсăр пуçне Виталий Александрович район Пухăвĕн депутачĕ те. Яланах халăх хушшинче вăл.

6 Чÿк, 2014

Халăха парнеленĕ пурнăç

Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче Красноармейскинче пурăнакан Михаил Прохорович Прохоров 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. М.Прохоров 1924 çулта Шăмар Тусай ялĕнче çуралнă.

13 Çурла, 2014

Хĕрсемпе ывăл пур чухне...

Кил-çурт çавăрасси нихăçан та никамшăн та çăмăл пулман. Çак шухăшпа Красноармейски районĕнчи Чатукасси ял тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Выççăлккă ялĕнче пурăнакан Федор Матвеев тăнчах килĕшет. 83 çула çитсе вăл темиçе пÿрт лартнă çĕре хутшăннă, хăй тĕллĕн те тăрласа курнă.

2 Утă, 2014

Карповсен кевер туйĕ

Чатукасси ялĕнчи Агриппина Васильевнăпа Вениамин Карпович Карповсем 60 çул шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Вĕсем пĕр хĕр ура çине тăратнă. Икĕ мăнукĕпе тата вĕсен икĕ ачипе савăнаççĕ халĕ.

17 Çу, 2014

Мухтав паллине тивĕçрĕ

Вырăнти хăй тытăмлăх кунне палăртнă самантра Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн ертсе пыракан специалист экспертне Г.Ефимовăна «Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» виççĕмĕш номерлĕ Мухтав паллипе чысларĕç.

Pages