Комментари хушас

2 Утă, 2014

Карповсен кевер туйĕ

Чатукасси ялĕнчи Агриппина Васильевнăпа Вениамин Карпович Карповсем 60 çул шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Вĕсем пĕр хĕр ура çине тăратнă. Икĕ мăнукĕпе тата вĕсен икĕ ачипе савăнаççĕ халĕ.

В.Карпов Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи тухнă çул 7 класс пĕтернĕ. Колхозра çулталăк çурă вăй хурсан Вăрнарти совхоз-техникума ăсталăх пухма кайнă. Унтан ăна направленипе Иркутск облаçне ĕçлеме янă. Каярахпа Ишлей тăрăхĕнче ветучасток заведующийĕнче, тăван «Герой» колхозра ветеринарта ĕçленĕ. 1967 çултанпа - зоотехник. Пархатарлă ĕçшĕн Вениамин Карпова 9 çултан «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ» хисеплĕ ят панă. Кунпа пĕрлех «Ĕçре палăрнăшăн», «Ĕç ветеранĕ», юбилей медалĕсемпе чысланă. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 47 çул.

Агриппина Васильевнăн пурнăçĕ нушаллă килнĕ. Вăрçăран аманса таврăннă ашшĕ, йышлă çемьери 3 ачи çĕре кĕнĕ. Хĕр Етĕрнери ветеринарсен курсĕнчен вĕренсе тухнă. Ĕç ветеранĕ юбилей медалĕсене, Тав хучĕсемпе парнесене сахал мар тивĕçнĕ.

Телейлĕ вĕсем, çемьере ялан туслăхпа юрату хуçаланать. Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ. Кевер туя халăхпа пĕрле паллă турĕç. Вĕсене çав ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Шестаков, ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Елена Павлова, АПК ветеранĕсен районти канашĕн председателĕн çумĕ Николай Петров, çывăх çыннисемпе тăванĕсем саламласа ырă сунчĕç, парнесем пачĕç. Культура ĕçченĕсем вара хавас юрăсемпе савăнтарчĕç.

 

Красноармейски районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.