Мухтав паллине тивĕçрĕ

17 Çу, 2014

Вырăнти хăй тытăмлăх кунне палăртнă самантра Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн ертсе пыракан специалист экспертне Г.Ефимовăна «Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» виççĕмĕш номерлĕ Мухтав паллипе чысларĕç.

Влаç аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тивĕçрĕ ăна Галина Георгиевна. Уявра çак наградăна Трак енри хастара Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пачĕ /сăн ÿкерчĕкре/.

Ку тытăма Г.Ефимова 1993 çулта килнĕ. Малтанах Яманак ял тăрăхĕн администрацийĕнче çĕр йĕркелÿçĕре ĕçленĕ, 2006 çултанпа - Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн ертсе пыракан специалисчĕ. Яланах пуçарулăхпа палăрать. 2002 тата 2006 çулсенчи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх тата 2010 çулхи халăх çыравĕсене хатĕрленсе ирттерме пысăк хастарлăхпа хутшăнчĕ. Ял тăрăхĕн архив фондне йĕркелеме, ялсене тирпей-илем кĕртессипе республикăри конкурса хутшăнма хатĕрленмешкĕн сумлă тÿпе хывать. 2012 çулта Галина Георгиевна «Чăваш Республикинчи муниципалитетăн чи лайăх служащийĕ» конкурсăн районти тапхăрĕнче мала тухрĕ. Çав çулах ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне тивĕçрĕ. Ытти награда та чылай унăн. Общество организацийĕсемпе тачă çыхăну тытать. Вырăнти хĕрарăмсен канашĕн членĕ. Çамрăксен хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарма тăрăшать, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнать, тăтăшах малти вырăнсене йышăнать. Мăшăрĕпе - Василий Яковлевичпа - ывăлпа хĕр çитĕнтерчĕç, аслă пĕлÿ пачĕç. Вĕсен çемйинче халĕ усрав хĕр кил ăшши тупнă.

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.