Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх — лайăх пăхсан та ăратсăр ĕне çулталăкра 3 пин çеç килограмм сĕт парать. Çавнашкаллине виçесĕр нумай çитернин усси çук, апат ахаль пĕтерни тата продукцин хăйхаклăхне ÿстерсе яни кăна.
«Ай-уй, çĕркаç мĕнле мантăмăр-ха помидора витме? Тăм йăлтах тивнĕ-иç»,— хура пăнчăллă симĕс çимĕçсене аллинче пăшăрханса çавăркалакан анне сăнарĕ халĕ те куç умĕнче. Мĕншĕн аса илтĕм-ха çак саманта? Пирĕн тăрăхра уçă вырăнта салат, пăрăç, укроп, симĕс сухан, редис, петрушка, çарăк, кавăн аванах пулать-ха, анчах сивĕрен хăракан пахчаçимĕçе çитĕнтерме çăмăл мар. Çу — кĕске, хĕвел ăшши çитсех каймасть. Иртнĕ çул авăн уйăхĕчченех уяр çанталăк хуçаланчĕ, тăм ÿкмерĕ. Помидор хăйне лайăх туйрĕ, ăнса пулчĕ, йăран çинчех хĕрелчĕ.
Çĕнĕ çул пуçланнăранпа пĕр уйăх ытла иртсе кайрĕ. Республика ертÿлĕхĕ вырăнти муниципалитетсем мĕнле пурăннине статистика кăтартăвĕсем тăрăх аван пĕлет. Анчах вырăна тухса халăхпа калаçнине, канашланине мĕн çиттĕр? Çавнашкал тĕлпулусем ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.
Чăваш Енри ĕç тăвакан влаç органĕсен тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен черетлĕ канашлăва ĕнер Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.