Инфляци тата хаксем пурне те кăсăклантараççĕ

16 Кăрлач, 2017

Чăваш Енри ĕç тăвакан влаç органĕсен тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен черетлĕ канашлăва ĕнер Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.

Вăл хивре самантсемсĕр, лăпкă иртрĕ. Кун йĕркинчи тĕп тема — 2016 çулхи инфляци шайĕпе социаллă пĕлтерĕшлĕ тавар хакĕсем çинчен экономика аталанăвĕпе промышленноç тата суту-илÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Ланцова каласа пачĕ. Пĕлтĕрхи кăрлач уйăхĕнче инфляци 2015 çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан Раççейри вăтам кăтартуран /5,4%/ Чăваш Енре чылай пĕчĕкрех /1,3%/ пулнă. Апат-çимĕç хакĕ республикăра 2,9% тата çĕршывра — 4,6%, ытти таварăн — 5,8 % тата 6,5%, пулăшу ĕçĕсен 3,4% тата 4,9% ÿснĕ.

Росстат çакна палăртать: сысна какайĕн /шăмăсăррине шута илмесĕр/ хакĕ пирĕн патра федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче чи йÿнни. Ку енĕпе эпир — 1-мĕш тата Раççейре 2-мĕш, ĕне ашĕпе — 1 тата 19, ыраш тата ыраш-тулă çăкăрĕпе — 2 тата 4, тип çупа пĕçернĕ, çурма тĕтĕмленĕ кăлпассипе — 2 тата 5, панулмипе — 2 тата 11, тулă çăнăхĕпе — 3 тата 4, сахăрпа — 4 тата 5, тулă çăнăхĕнчен хатĕрленĕ чи пысăк пахалăхлă макарон изделийĕпе — 4 тата 9, купăстапа — 4 тата 10, сырпа — 4 тата 20, помидорпа — 5 тата 17, пĕрремĕш-иккĕмĕш сортлă çăкăрпа — 5 тата 20, кишĕрпе — 8 тата 22-мĕш вырăнта.

Пурне те кăсăклантаракан тепĕр ыйту: кăçал инфляци хăйне мĕнле кăтартĕ? Докладçă каланă тăрăх — пĕлтĕрхипе танлаштарсан икĕ тĕрлĕ прогноз пур: 104,4 е 105,5 процент.

«Сĕтпе унран туса кăларакан продукци палăрмаллах — 115,7 процент — хакланнă, Раççейре — 109,5», — доклад тăвакан цифрăсене тишкерсе пĕтерсен пайăррăн палăртрĕ Иван Моторин. Ăна республика тулашне нумай ăсатни шухăшлаттарать. Вырăнтах пухса продукци кăларма тăрăшмалла терĕ вăл. Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан ку енĕпе аванах ĕçленине палăртрĕ. Сĕт-çу, сыр завочĕсем продукци калăпăшне ÿстерме тăрăшаççĕ, çавна май çĕнĕ оборудовани вырнаçтараççĕ. Ял тăрăхĕнче аш-какай, пахчаçимĕç тирпейлекен цехсем, управсем уçаççĕ.

Тепĕр пĕлтерĕшлĕ япала: министерство лавккари, пасарти продукци хакĕсене сăнаса, танлаштарсах тăрать. Ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене хăйсен таварне туянакансем патне çитерме пулăшас тĕллевпе район-хула центрĕсенче кĕркунне-çуркунне ярмăрккасем йĕркелеççĕ. «Чăваш Енре туса илнине туян» акци ирттересси те йăлана кĕнĕ.

Çул-йĕр пахалăхĕпе ăна кирлĕ пек тытса тăрас ыйтăва республика ертÿлĕхĕ тăтăшах çĕклет. Хальхинче ун пирки транспортпа çул- йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников сăмах пуçарчĕ. Унăн шучĕпе, кăçал çул-йĕре пăхса тăракан подряд организацийĕсем, метеостанцисем сивĕ çанталăкра та йĕркеллĕ ĕçлеççĕ. Çулсене юрпа пăртан вăхăтра, тĕплĕ тасатса тăма тăрăшаççĕ. Çавна валли 45 пин тонна /кирлинчен 95%/ хăйăрпа тăвар хутăшĕ хатĕрленĕ. Транспорт, ĕçлекенсен йышĕ çителĕклĕ. Кăрлачăн 13-мĕшĕнче ирттернĕ тĕрĕслевре Муркаш, Элĕк, Етĕрне районĕсенче çулсем пăрлакрах пулнине, чарăнусенчи юра вăхăтра тасатманнине тупса палăртнă. Яваплисене, подряд организацийĕсене çийĕнчех асăрхаттарнă. Юлхавсенчен çирĕп ыйтаççĕ: нумаях пулмасть пĕр организацие хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаншăн 50 пин тенкĕ штраф панă.

Пысăк уявсем иртсе пыраççĕ. Умра — Кăшарни тата Спортпа сывлăх кунĕ. Вĕсене мĕнле кĕтсе илме хатĕрленнĕ пирки Гражданла хÿтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров пĕлтерчĕ. Кăшарни тĕлне республикăри район- хулари муниципалитет влаçĕсем çынсене йышлăн шыва кĕме 67 вырăн хатĕрленĕ. Пăр хулăнăшне виçнĕ, шыв тĕпне водолазсем тĕрĕсленĕ. Чылай çĕрте ăшăнмалли ятарлă пунктсем пулĕç. Метеоцентр пĕлтернĕ тăрăх — сывлăшра 15 градус сивĕ пулмалла. Ваксем патĕнче медиксемпе çăлавçăсем, васкавлă служба ĕçченĕсем хурал тăрĕç. Пĕлтĕр 18 пин çын шыва кĕме кăмăл тунă. Кăçал та унран кая пулмасть.

Физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков кăрлачăн 21-мĕшĕнче сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене спорт сооруженийĕсем яланхиллех тÿлевсĕр йышăнассине пĕлтерчĕ. Шупашкарти Олимп резервĕсен шкулĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнине çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртет. Çулсерен йĕркелекен сывлăх уявне 160 пинрен кая мар çын хутшăнать.

 

Василий СОРОКИН